Глава администрации Вурнарского района прокомментировал новый Указ Главы Чувашии

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.11.2019, 14:54 Просмотров: 520

DSC 0047Леонид Николаев,

район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çынсем пурăнакан вырăнсене хăтлăлатас енĕпе йышăннă çĕнĕ Указĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун йĕркипе Вăрнар районне те пысăк сумма – 42 млн ытларах тенкĕ – лекессе шанатпăр. Виçĕмкун ку ыйтупа пире республикăн строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко канашлăва пухрĕ, Указа пурнăçлассипе пысăк тĕллевсем лартрĕ. Çитес çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен пирĕн хăтлăх кĕртмелли территорисене палăртмалла.

Паллах, пысăк ĕçсене Вăрнар поселокĕнче палăртатпăр: кунта тротуарсем, нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе нумай ĕç тумалла. Çавăн пекех ялсене те тимлĕхе илетпĕр. Тунтикунхи çитес планеркăра ку енĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлăпăр, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илĕпĕр.

Строительство министрĕ пире çуртсен картишĕсене инвентаризацилеме, вĕсене хăтлăх кĕртес тĕллевлĕ муниципаллă программăна кĕртмеллине каларĕ. Мероприятисене пурнăçлама министерство пулăшассине пĕлтерчĕ.

Сăмах май, кăçал «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа Вăрнарта икĕ çĕрте – Зеленăй тата Севернăй тăкăрлăксенче – çуртсен территорийĕсене çĕнетме май килчĕ. Çĕнĕ Указпа вара укçа-тенкĕ тата ытларах уйăрĕç – эппин, ĕçсем те пысăкрах пулĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика