Ирина Петрова: "Олег Николаев çивĕч ыйтăва тимлĕхе илни савăнтарчĕ"

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 09.06.2020, 11:37 Просмотров: 796

GEF-0mGA7YM 1

Ирина Владимировна Петрова, Хирпуç ялĕ, 37 çулта:

– Эпĕ Çĕрпелти ветеринари участокĕнче ĕçлетĕп, мăшăрăм – «Победа» кооперативра. Килти хушма хуçалăха аталантарассипе тĕллевлĕ тăрăшма та вăхăт тупатпăр: мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 6 пуç тытатпăр, çав шутра – 3 ĕне. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни çемье бюджетне пысăклатать, паллах. Анчах та хальхи вăхăтра сĕт хакĕ й\нĕ пулни пăшăрхантарать. Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çивĕч ыйтăва тимлĕхе илни савăнтарчĕ. Ĕне усракансене субсиди уйăрма палăртнине ырлатăп. Ял çыннишĕн курăмлă пулăшу пулĕ. Сăвакан ĕнесен шучĕ пысăкрах – укçи-тенки те ытларах. Патшалăх пулăшăвĕ пире килти хуçалăха тĕреклетессипе малалла та ĕçлеме хавхалантарĕ.

 

Олег Николаев çивĕч ыйтăва тимлĕхе илни савăнтарчĕ

 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика