Çивĕччисем малта

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2021, 10:30 Просмотров: 102

Шкул ачисемшĕн çамрăк армеецсен вăййисене хутшăнни асра юлакан самант çеç мар, вăй-хала, ÿт-пĕве, ăс-хакăла çирĕплетме пулăшакан пулăм та.

Пирĕн районта «Орленокпа» «Зарница» çак эрнере иртнĕ. Вăл стройпа утассине, вăй-хал гимнастикине, автомата сÿтсе пуçтарассине, пневматикăллă винтовкăран перессине, марш-бросока, ишессине, турист полосине тухассине, чупассине, командирсен тата творчество конкурсĕсене пĕрлештернĕ.

Кăçал çар-спорт вăййисем уй-хир условийĕсенче мар, спорт пÿлĕмĕсемпе стадионсенче иртнĕ. Апла пулин те вĕсен çивĕчлĕхĕ чакман. Çĕнтереслĕх туйăмĕ кашниннех вăйлă пулнă.

Пĕтĕмĕшле кăтартусем вара çакăн пек: «Зарницăра» чи маттуррисем – Калининăри, Аçăмçырминчи тата Санарпуçĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем.

«Орленок» ушкăнра мала тухнисем – Вăрнарти 1-мĕш, Хапăсри тата Вăрнарти 2-мĕш шкулсен çамрăкĕсем.

Юнкун çамрăк патриотсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ун заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов саламланă, çĕнтерÿçĕсене наградăсемпе чысланă.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика