Чăваш ен те пулăшма хатĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.02.2022, 09:02 Просмотров: 321

Раççейпе Украина чиккинче лăпкăлăх пирки тахçанах маннă ĕнтĕ. Унта та кунта хирĕçтăруллă самантсем тухни пирки пĕрмаях калаçаççĕ. Хăйсене хăйсем республика тесе йышăннă Донецк тата Луганск территорийĕсене çĕршыв ертÿлĕхĕ мирлĕ пурнăçпа пурăнма памасть, хăйсен гражданĕсене хирĕç хĕçпăшалпа тĕллет.

Тепĕр тесен, пуçлăхĕсем те кунта пуçтахланакан националиста шухăшлă ушкăнсене тĕрĕслевре тытаймаççĕ. Ку республикăсенчи халăхăн ытларах пайĕ вырăссем пулнă май, паллах, вĕсене асап-терт кăтартнă чух Раççей нимĕнле мерăсем йышăнмасăр аякра тăраймасть. Хирĕçтăрăва мирлĕ майпа татса пама пурне те «Минск килĕшĕвĕсене» çирĕп пăхăнма чĕнет.

Анчах, шел те, Украина националисчĕсемпе вĕсене чикĕ леш енчен хĕтĕртекенсем лăпланма шутлани сисĕнмест. Вĕсене, куратпăр, тăнăçлăх, тăванла халăхсем туслă пулни кирлĕ мар. Юлашки кунсенче чикĕрен çитекен пăлхануллă хыпарсем те çакнах çирĕплетеççĕ.

Лару-тăру вара иртнĕ эрне вĕçĕнчен тытăнса чăнах та питĕ çивĕч. ДНР тата ЛНР ертÿçисем Украина енчен территорие тăтăшах персе тăнине пĕлтернĕ. Пысăк çарпа сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрес хăрушлăх пур пирки эрнекун ку республикăсенче пурăнакансене Ростов облаçне вăхăтлăх эвакуацилеме йышăннă. Чи малтанах – хĕрарăмсемпе ачасене, аслă ÿсĕмрисене. Беженецсемпе тулнă автобуссем Раççей еннелле çав каçах çул тытнă. Раççей Президенчĕ вĕсене йышăнса вырнаçтарассине йĕркелеме МЧС пуçлăхне Александр Чуприяна, вăхăтлăх куçса килнисене 10-шар пин тенкĕ тÿлев уйăрма правительствăна хушу панă. Тунтикунхи кăнтăрла тĕлне, «Россия-24» телеканал хыпарланă тăрăх, хĕçпăшал вут-хĕмĕ айĕнчен тарса килнĕ 70 пине яхăн çын Раççее кĕнĕ.

Пĕлетпĕр, хăйсен ирĕкĕпе мар тертленеççĕ вĕсем. Кÿршĕ çĕршыв политикĕсен ăссăрлăхне, чикĕ леш енчен «вĕрентнипе» радикаллă юхăмсене вăй илме май панине пула мирлĕ çынсен кил-çурчĕсене, пурлăхĕ-хуçалăхне пăрахса тарма тивнĕ. Пурнăçĕсене сыхласа хăварас тесе ĕнтĕ вĕсем тăванла Раççей халăхĕнчен пулăшу ыйтаççĕ. Иккĕленместпĕр, пирĕнтен кашни тенĕ пекех çак ыйтăва, вĕсен ыратăвне чĕрене çывăх йышăнать. Турă сыхлатăр та, инкеке кирек кам лекме пултарать. Юнашар пулăшу аллине тăсма хатĕр çынсем пурри вара шанăç парать.

Хирĕçлекенсем тупăннă пулин те, пирĕн çĕршывра пурăнакансен ытларах пайĕ – 78 проценчĕ – Донбасс беженецĕсене хÿтлĕх парассине, 75 проценчĕ 10 пин тенкĕлĕх пĕр хутчен тÿлевпе тивĕçтерессине ырланă. Ку цифрăсене ВЦИОМ ирттернĕ ыйтăм çирĕплетет.

Тунтикун тĕлне, акă, 43 регион Донецк тата Луганск Республикисенчен килнисене йышăнма хатĕррине пĕлтернĕ. Эвакуациленнисем валли вăхăтлăх вырнаçмалли 400 пункт йĕркеленĕ, резервра – тепĕр 149.

Пулăшу аллине чи малтан тăсакансенчен пĕри – хамăр республика та. Раççей территорине массăллă эвакуаци пуçланасси çинчен йышăну пулсанах тунтикун Чăваш ен Пуçлăхĕ ĕçлĕ ушкăна канашлăва пухнă.

– Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене ăна чăтса ирттерме май килнĕ таран пулăшмалла. Хăтлă пурнăç условийĕсемпе тивĕçтерни кăна çителĕксĕр, кашнине тимлĕх уйăрни кирлĕ. Çав шутра медицина енĕпе те, хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе те, ĕçе вырнаçтарассипе, ачасене вĕренме май туса парассипе тата ыттипе те, – палăртнă Олег Николаев. Çак задачăсене пурнăçлас тĕллевпе вăл республикăра февралĕн 22-мĕшĕнчен уйрăм хатĕрлĕх йĕркине кĕртни çинчен хушăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн ĕç тăвакан влаç тата хăйтытăмлăх органĕсем беженецсене вырнаçтарассипе тимлеме тытăннă, пурнăç йĕркине тивĕçтерессине ,ç министерстви хăй çине илнĕ. ,çлĕ ушкăна çавăн пекех мĕнпур ведомствăн представителĕсем кĕнĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, Чăваш ен Донбасран 600-е яхăн çынна йышăнма хатĕр, вĕсемпе ĕçлеме 900 енне волонтера явăçтармалла.

Ытларикун вара сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов «Алый парус» тата «Лесная сказка» санаторисенче уçнă вăхăтлăх пурăнмалли вырăнсен хатĕрлĕхне тĕрĕсленĕ. Вăл ертсе пыракан ушкăн унти условисем аваннине, апат çитерессипе кăлтăксем çуккине палăртнă. Икĕ санаторинче те – 300 вырăнлăх центрсем. Эвакуаципе килнисем валли талăкĕпех 4 хутчен апатлану, медицина пулăшăвĕ пулĕ. Унсăр пуçне кунтах, пĕрремĕшле документсене хатĕрлеме, миграци службин тата банк учрежденийĕсен ĕçне те йĕркелеççĕ.

Паллах, В.Степанов палăртнă тăрăх, медицина тĕрĕслевĕ, COVID-ран сыхланасси, прививкăсем тăвасси тимлĕхрен тухмасть.

Сăмах май, ,ç министерстви беженецсене пĕрремĕшле кирлĕ япаласене – тумтир, йăла техники пухассине пуçланă. Çавăн пекех подгузниксем, гигиена хатĕрĕсем, йăла химийĕ пулсан аван. Япаласене социаллă тивĕçтерÿ тата реабилитаци центрĕсенче пухма палăртнă. «Вĕри лини» телефонĕ – 8(8352) 51-27-80. Йывăрлăхри çынсен ыратăвне туякан мĕнпур çынна ыркăмăллăх акцине хутшăнма чĕнеççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика