Аталанура кашнин тÿпи пур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.03.2022, 08:58 Просмотров: 588

Хаçатра пĕлтерсех тăтăмăр: унчченхи çул мĕнле ĕçсемпе тата пулăмсемпе палăрса юлнипе паллаштарса кашни тăрăхрах отчетлă пухусем иртрĕç. Уйăх енне пынă тĕлпулусен марафонне вара районти пĕтĕмлетÿллĕ пуху вĕçлерĕ.

Вăл эрнекун поселокри культура çуртĕнче вырăнти мĕнпур актив – депутатсем, предприяти-организаци тата ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсем – хутшăннипе иртрĕ, район аталанăвĕн çул-йĕрĕсене сÿтсе явакан анлă канашлăва çаврăнчĕ. Республика ертÿлĕхĕ енчен те вăрнарсен ĕç-хĕлне хаклакан пулчĕ, вăл – Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов. Унпа пĕрлех – республикăн Патшалăх Канашĕн пирĕн районпа тачă çыхăнура тимлекен депутачĕ Роман Алексеев та.

Туса ирттернĕ ĕçĕн тухăçлăхĕ, паллă ĕнтĕ, цифрăсенчен аван курăнать. Пĕлтĕрхи задачăсене пурнăçланине, кашни сферăри ÿсĕмсемпе çитменлĕхсене шăпах вĕсем урлă тишкерме май пулчĕ. Социаллă-экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çула ăнăçлисен шутне кĕртме пулать. Ял хуçалăхĕнче, промышленноçпе предпринимательлĕх аталанăвĕнче кăтартуллă тĕслĕхсем пур. Тĕллевлĕ инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртни те района тĕслĕхлĕ аталанма майсем уçса парать.

 

Кăтартусем, тĕллевсем

Бюджет политикине илес-тĕк, Андрей Владимирович унăн никĕсĕнче харпăр-хăй тупăш тÿпине ÿстересси тата тăкаксен эффективлăхне тивĕçтересси (çав шутра – муниципаллă заказсен системи майĕпе те) пулнине каларĕ.

Ял хуçалăхĕнчи тĕп çитĕнÿсенчен пĕри – ку отрасльте республика программине ăнăçлă пурнăçласа III-мĕш ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухни. Çавăн пекех агропромышленноç комплексĕ патшалăх енчен 111 миллион та 731 тенкĕ пулăшăва тивĕçнĕ. Пĕтĕмпе, акă, вырăнти тĕрлĕ шайри хуçалăхсем 180 млн та 590 пин тенкĕлĕх 98 единица техника туянма вăй çитернĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕ лартнă задача та мала тухать – хăмла туса илессипе ытларах тимлесшĕн. «Симĕс ылтăн» лаптăкĕсене ÿстерме Вăрманкас ял тăрăхĕнче 18,9 га йышăнакан икĕ çĕр участокне хатĕрлеççĕ.

Республика ертÿçи Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче инвестици проекчĕсен пахалăхне лайăхлатассине те хускатнăччĕ. Çакă та аталану çул-йĕрĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. 2021 çулта, акă, пирĕн район инвестици профильне хатĕрлессипе пилотлă проекта хутшăннă. Пысăк пулăшу та çитнĕ% инвестицисене хывассине хавхалантарма пĕлтĕр администраци 10500 пин тенкĕ гранта тивĕçнĕ. Поселокри Советски урамĕнчи тротуарсен, Калининăри шкул тăррин юсавĕсем, Ярмушкари шкул чÿречисен çĕнетĕвĕ – пĕтĕмпех çак укçа-тенкĕрен.

Сăмах май, хăтлă хула хутлăхне йĕркелес программăна активлă хутшăнни те Вăрнарти çуртсен картишĕнчи икĕ территорие, Пионерская тата Советски урамĕсем хĕресленнĕ вырăна йĕркене кĕртме пулăшнă.

Кăçал та пурин те хастарлăха чакармасăр ĕçлемеллине палăртрĕ Андрей Тихонов. Тĕп тĕллевсен шутне 12000 тăваткал метртан кая мар çĕнĕ çурт-йĕр хута ямаллине, район чиккисенче 5,4 километртан, поселенисен чиккисенче 4,8 километртан сахал мар муниципаллă автоçулсене çĕнетмеллине кĕртнĕ. Унсăр пуçне поселокри уйрăм сектора тата кварталсенчи сетьсене шыв çитерме, каяш шывсене кăларма документацие хатĕрлемелле, Калинино салинче модульлĕ котельнăй çĕклемелле, Вăрнарти ăшă тивĕçтерĕвĕн концесси килĕшĕвне улшăнусем кĕртмелле тата ытти те.

 

Çивĕч ыйтусем

Социаллă ыйтусем те – район çыннисен пурнăç условийĕсене çăмăллатасси, вĕсене медицина, вĕрентÿ, ытти патшалăх тивĕçтерĕвĕсене пахалăхлă кÿресси – асăрхаврах. Апла пулин те хăшпĕр çивĕч самантсем пур-ха. Сăмахран, пирĕн тăрăхра медицина ĕçченĕсем çав-çавах çитмеççĕ. Тухтăрсен штатне комплектлани 71 процентпа танлашать. Çав шутра пĕтĕмĕшле практика врачĕсем кирлĕ (64,7%), ача-пăча тухтăрĕсен шучĕ тулли мар (75%). Район администрацийĕн пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, сывлăх сыхлавне кадрсене «Земский доктор», «Земский фельдшер» программăсемпе ытларах явăçтарма май килессе шанаççĕ.

Вĕрентÿ тытăмĕнче те çакăн евĕрех çивĕчлĕх пурри вăрттăнлăх мар – педагогсен вăтам ÿсĕмĕ аслăланать. Социаллă ытти отрасльти пекех, кунта та кадрсене килме районта хатĕрлекен çĕнĕ программа витĕм кÿме пултарать. Сăмах – çамрăк специалистсене пĕр хутчен тÿлевпе хавхалантарасси пирки. Программăна çывăх вăхăтра йышăнма палăртаççĕ.

Андрей Тихонов хăйĕн докладĕнче çавăн пекех вĕрентÿри, культурăри, спортри çитĕнÿ-ÿсĕмсемпе те анлăн паллаштарчĕ. Вĕсемпе район, чăнах та, пуян.

 

Паха хак

– Паян асăннă цифрăсенче, результатсенче район ăнăçлăхĕшĕн тăрăшакан кашни çыннăн тÿпи пур. Çавăнпа та ентешсене, ĕç коллективĕсене, ертÿçĕсене, пулăшушăн Чăваш ен Пуçлăхĕпе Правительствине тав тăватăп, – пĕтĕмлетрĕ сăмахĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов вăрнарсен ĕç кăтартăвĕсене аван хак пачĕ. Района патшалăх программисенчен ытларах усă илме, вĕсене тата та хастартарах хутшăнма сĕнчĕ. Кăçал кăткăс ĕç кĕтнине те аса илтерчĕ% муниципалитет тытăмĕнчи улшăнусене вăя кĕртмелле. Кунта йĕркелÿ мероприятийĕсем чылай.

Роман Алексеев депутат вара, хăй те пултаруллă спортсмен пулнă май, районăн спортри çÿллĕ кăтартăвĕсене уйрăммăн палăртрĕ. Пирĕн медиксене вăл пандемин йывăр тапхăрĕнче усал чирпе хăйсене шеллемесĕр, ырми-канми тăрăшнăшăн тав турĕ.

Хăнасем савăнăçлă чыслава та хутшăнчĕç. Район ертÿлĕхĕпе пĕрле вĕсем творчество ăнтăлăвĕшĕн Чăваш ен Пуçлăхĕн стипендийĕпе хавхалантарнă 8 çамрăка свидетельствăсем тата 4 çынна тăлăхсене тивĕçекен çурт-йĕр сертификачĕсем пачĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика