Хаксем ÿссе пыни паян пурне те хумхантарать. Нивушлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене тытса тăма май çук? Районта пурăнакансен çивĕч ыйтăвне эрнекун иртнĕ пресс-конференци вăхăтĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев патне «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова çитерчĕ.
Олег Николаев ку ыйту обществăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Кăçалхи январьте регионти продовольстви инфляцийĕн шайĕ Раççейри вăтам кăтартуран 1,6 процент пысăкрах пулнă. Хальхи вăхăтра тавар хакĕсене патшалăх шайлаштармасть, вĕсем халăх ыйтнине тата сутăннине кура йĕркеленеççĕ. Вăл хаксем Правительство тимлĕхĕнчех пулнине палăртрĕ.
Олег Алексеевич иртнĕ çул республикăра хаксем ÿсессине чарас тĕллевпе çăнăх авăртакан производствăна тырă туянма 40,8 млн тенкĕ, çăкăр тата çăкăр продукчĕсен реализацийĕн тăкакĕсене саплаштарма 28,9 млн тенкĕ уйăрнине пĕлтерчĕ. Федераллă тата республика бюджечĕсем субсидисемпе пулăшни çăкăр хакне тытса тăма май панă.
Чăваш ен Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисем тата Раççей Антимонополи службин республикăри управленийĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ, пирвай кирлĕ таварсен хакĕсене, вĕсене ÿстернин сăлтавĕсене тĕрĕслесех тăрать.
Çавăн пекех регион Пуçлăхĕ суту-илÿ сечĕсен, курттăмăн тата ваккăн тавар сутакан организацисен ертÿлĕхĕпе хаксене тăрук ÿстерсе ярассинчен асăрхаттарса ăнлантару ĕçĕсем тăтăш ирттернине асăнчĕ.
Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсене икĕ сехет хушши хуравларĕ. Район хаçачĕсем пресс-конференцие, тĕпрен илсен, онлайн-мелпе хутшăнчĕç.
Тĕп темăсем шутне, кĕтнĕ пекех, Украинăпа Донбасс ыйтăвĕ тухрĕ. Олег Николаев пирĕн республика беженецсене пулăшма пур енлĕ хатĕррине каларĕ.
«Санкцисем пырса тивмеççĕ-и?» – пулчĕ ыйту. Олег Николаев лару-тăру Чăваш ене епле витĕм кÿнипе ĕçлеме пуçланине пĕлтерчĕ. Экспортпа импорта илес пулсан, ытлашши пăшăрханма кирлĕ маррине, тулашри таварçаврăнăшĕ ытларах Ази тата СНГ çĕршывĕсемпе çыхăннине каларĕ.
Коррупцие чарассипе йĕрке хуралĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени ырă витĕм кÿнине, бюджет ĕçченĕсен шалу системине çĕнĕлĕх кĕртмеллине, ку енĕпе федераци шайĕнче ĕçленине палăртрĕ регион Пуçлăхĕ ыйтусене хуравланă май.
Çавăн пекех ун патне шкулти апатланупа, харпăр хăй хушма хуçалăхне тытса пырассипе, вырăнти ытти проблемăпа çыхăннă ыйтусем çитрĕç.
Ноябрь 2024 |