Юсав ĕçĕсем - тимлĕхрех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2022, 15:59 Просмотров: 656

Çулла - юсав ĕçĕсен тапхăрĕ. Районта та ку вăхăтра тĕрлĕ объектсем çĕнелеççĕ.

Кăçал тăватă шкулта «Точка роста» центрсем уçăлмалла. Вĕсем, цифра тата гуманитари енĕпе тарăн пĕлӳ илме пулăшакансем, Малти Ишекри, Хапăсри, Пăртасри тата Мăн Явăшри шкулсенче пулĕç.

Хальхи вăхăтра ку вĕрентӳ организацийĕсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Оборудованисем туянма тытăннă.

«Ӳсĕм точкисем» хальхи вăхăтра сакăр шкулта ĕçлеççĕ: Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Санарпуçĕнчи, Аçăмçырминчи, Калининăри, Ярмушкари, Кӳстӳмĕрти тата Çĕрпелти шкулсенче.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов хăйĕн заместителĕпе Денис Трофимовпа пĕрле центрсем валли шкулсене епле хатĕрленине тĕрĕсленĕ. Подряд организацийĕн ĕçченĕсемпе юсав саманчĕсене тишкернĕ.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн учрежденийĕсем те çĕнелеççĕ. Пăртасри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, сăмахран,тĕплĕ ĕçсем палăртнă.

Медицина объекчĕн фасадне юсама, шалти ĕçсене пурнăçлама, ăшă, водоотведени, электроснабжени системисене, пушар сигнализацине, чӳречесемпе алăксене улăштарма пăхнă. Çавăн пекех харпăр-хăй тĕллĕн картлашкапа хăпарма йывăр çынсем валли пандуссем, ытти приспособленисем вырнаçтарĕç. Патшалăх паян мĕнпур категорири çынсем валли хăтлă хутлăх тума тăрăшать.

Пăртасри офис мĕнпур ӳсĕмри 1300 çын сывлăхĕшĕн яваплă.

Кăçал çавăн пекех Мăн Явăшри тата Çĕрпелти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче те тĕплĕ юсав ирттереççĕ. Ку ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе республика бюджетĕнчен 25 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика