Ырă ĕç ырăпа таврăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.12.2022, 08:46 Просмотров: 367

Çулсерен иртекен «Ырă ĕç ту» форум кăçал та районти чи ырă, пысăк чун-чĕреллĕ çынсене пĕр чăмăра пуçтарчĕ. Хăйнеевĕрлĕ уяв Волонтерсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ тĕлне иртрĕ. Чăнах та кунта ниме пăхмасăр, хирĕç нимĕн те ыйтмасăр кирек кама пулăшма хатĕррисем, районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнакансем, йывăрлăхри е хÿтлĕхсĕр ентешсене хăйсен ăшшине парнелекенсем пулчĕç теес килет. Шăпах та çакăн пек çынсем вĕсем - волонтерсем. Пирĕн районта ку юхăма шкул вĕренекенĕсем, студентсем, ĕçлекен çамрăксем, тĕрлĕ сферăра тимлекенсем кĕреççĕ.

Волонтерлăхра Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем питĕ активлă. Ĕç-хĕле пĕлсе, пĕтĕм Раççейри мероприятисене тĕпе хурса, тĕрлĕ направленисемпе йĕркеленĕ. Çамрăксене пĕрмаях, акă, поселок урамĕсенче пĕр-пĕр усăллă миссипе курма пулать: е уявсемпе саламлаççĕ вĕсем, е патриотла акцисене тухаççĕ, е социаллă ыйтăмсем ирттереççĕ тата ытти те. Çавăн пекех паттăр салтаксен вилтăприйĕсене тата историлле пĕлтерĕшлĕ вырăнсене пăхса-асăрхаса, тирпейлĕхре тытас тивĕçе те хăйсем çине илнĕ. Унсăр пуçне районти кашни мероприятие тенĕ пекех ирттерме пулăшаççĕ, вĕсене хăйсем те хастар хутшăнаççĕ. Пĕр сăмахпа, ĕçĕ-хĕлĕ питĕ пуян, ыттисен те ку çамрăксенчен тĕслĕх илмелли пур. Усăллă опытпа форума пухăннисене техникум представителĕ Ольга Цыганова тата студентсем тĕплĕн паллаштарчĕç.

Форума хутшăннă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов волонтерсем общество пурнăçне нимпе хаклама çук пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Вăхăчĕсене шеллемесĕр, нимле тÿлевсĕр ыркăмăллăх ĕçĕсене хутшăнакансене, тĕрлĕ социаллă ыйтусене татса пама пулăшакансене вăл чун-чĕререн тав турĕ. «Сирĕншĕн ют хуйхă е ырату çук. Кам йывăрлăхра, эсир кашнине пулăшу аллине тăсма хатĕр», - терĕ Андрей Владимирович.

Районти волонтер юхăмĕн активисчĕсем уйрăм хисепе тивĕçнĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкулти кĕçĕн классен учительне Екатерина Аверкинана, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн цех пуçлăхĕн заместительне Алексей Матвеева Вăрнар район администрацийĕн Хисеп грамотипе, унсăр пуçне Хапăс шкулĕн историпе обществознани учительне Евгения Ефремована, кĕçĕн классен вĕрентекенне Валентина Крючкована, Вăрнарти 2-мĕш шкулти музыка учительне Ольга Косаревана, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 180-мĕш цех электромонтерне Дмитрий Матвеева Тавĕпе наградăланă.

Çавăн пекех чи маттуррисене, ыркăмăллăх акцийĕсемпе мероприятийĕсенче социаллă яваплăх кăтартакансене, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотипе тата Тавĕпе палăртнă. Вĕсем хушшинче - шкул вĕренекенĕсемпе техникум студенчĕсем, учительсем, районти тĕрлĕ организацисенче тăрăшакансем.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика