Çурхи каникул кунĕсенче Аçăмçырми шкулĕнчи 26 ача «Жемчужина Чувашии» санаторипе сывлăх комплексĕнче канчĕç. Кунта вĕсем хăйсене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç, спортпа туслашрĕç, çĕнĕ тус-юлташсем тупрĕç.
Шкул ачисем спорт мероприятийĕсенче, пултарулăх конкурсĕсенче тупăшрĕç, хаваслă вăйăсене хутшăнчĕç.
Канакансем хушшинче çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем те пулчĕç. Комплексăн спортзалĕнче велосипедпа фигурăсем туса ярăнма хăнăхрĕç, çул-йĕр правилисене аса илчĕç, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине практикăра кăтартрĕç.
Ачасем каникулта çĕнĕ вăй пухрĕç, вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрма пулчĕç.
П.ХРИСАНОВА.
Апрель 2025 |