Муниципалитетсем хушшинчи «Вурнарский» пайăн коллективĕ иртнĕ çул та асăрхаври территорисенче криминогенлă лару-тăрăва тĕрĕслевре тытассипе тĕллевлĕ вăй хунă.
Яланхиллех тĕпре пулнă направленисем - оперативлă лару-тăрăва япăхланма парас марри, преступленисене асăрхаттарассипе, уçса парассипе тата тишкерессипе тухăçлăрах тимлесси, профилактика мелĕсене çĕнетесси, патшалăх тивĕçтерĕвĕсене кÿресси.
Çак йышăннă мерăсем ĕнтĕ чылай кăтартăва лайăхлатма май пачĕç. Сăмахран, пĕлтĕрхи январь-декабрь уйăхĕсенче преступленисем тата административлă йĕркене пăсни çинчен пĕлтернисемпе заявленисем 6,1 процент сахалрах - 5339 тĕслĕх - пулнă. Пĕтĕмпе полици пайĕнче 225 преступление регистрациленĕ.
Киревсĕр ĕç тунă кашни çыннăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тытмалла - çак тĕллев те ĕçре мала тухать. Çавăнпа та преступленисене ытларах уçса парасси пĕрмаях тимлĕхре. Ку кăтартăва Вăрнарти йĕрке хуралçисем иртнĕ çул 4,2 процент ÿстерме пултарнă - 75,1 процента çитернĕ. Çынна вĕлернĕ, хĕн кăтартнă, сывлăха тĕрлĕрен сиен кÿнĕ, мăшкăланă, вăрă-хурахла çаратнă тата коррупциллĕ тĕслĕхсенче пуринче те айăплисене тупма, преступленисем мĕнле пулнине уçăмлатма май килнĕ. Ют пурлăха вăрланипе çыхăннисене, экономика сферинчисене уçса парассипе те ÿсĕмлĕрех ĕçленине палăртмалла.
Уйрăммăн калас-тăк, преступность шайĕ Вăрнар районĕпе 10 пин çын пуçне 74,8-па танлашать ?виçĕмçул 93,7 пулнă%. Ытларах - йывăрах мар киревсĕр ĕçсем, уйрăмах йывăр преступленисен хисепĕ 66,7 :, йывăррисен 45,2 : чакнă. Унчченхи çулсенчи пекех преступность тытăмĕн тĕп пайне ют пурлăха вăрланă тĕслĕхсем йышăнаççĕ ?пĕтĕмпе 88 преступлени е 38,1:%.
Юлашки çулсенче, куратпăр ĕнтĕ, проблемăллă направлени - информаци-телекоммуникаци технологийĕсемпе усă курса тунă преступленисемпе кĕрешесси. Полицин «Вурнарский» пайĕн асăрхавĕнчи территорире банк карттисемпе, мобильлĕ хатĕрсемпе, интернет сечĕпе çыхăннă тĕслĕхсем 32,7 процент сахалланнă пулин те, вĕсем çынсене кÿнĕ тăкак пурпĕрех çав тери пысăк - 4,9 млн тенкĕ.
Должноçпе усă курса тунă, çавăн пекех коррупциллĕ, патшалăх тата муниципаллă пурлăха çаратнă преступленисем яланах обществăра пысăк резонанс çуратаççĕ. 2022 çулхи январь - декабрь уйăхĕсенче экономика сферинче вĕсене 22 ?çав шутра коррупциллĕ - 9% регистрациленĕ.
Киревсĕр ĕçсене асăрхаттарассипе, вĕсене тума май паракан сăлтавсемпе лару-тăрусене сирессипе чылай тимлеççĕ полици сотрудникĕсем. Ку енĕпе чи эффективлă мелсенчен пĕри - административлă практика. Пĕлтĕрхи январь - декабрьте йĕрке хуралçисем административлă йĕркене пăснă 644 тĕслĕхе ?ГИБДД кăтартăвĕсемсĕр% тупса палăртнă.
Патшалăх тивĕçтерĕвĕсене кÿрес ĕç пирки калас-тăк, ăна миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен пай пурнăçлать. Иртнĕ çулхи 12 уйăхра сотрудниксем çынсене миграци сферинчи 3908 тивĕçтерĕве панă, 879-шне - электронлă мелпе.
Д.МИХАЙЛОВ,
полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ.
Ноябрь 2024 |