Вăрнар тăрăхĕн çыннисен пĕрлĕхне, патриотизмне пула ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне черетлĕ пулăшу ăсанчĕ
Автомаçтăрсем ывăннине пăхмасăр, каçсерен, тепĕр чухне çĕрĕпе те, УАЗ-сене çар условийĕсем валли хатĕрлес енĕпе тимлерĕç. Вĕсем тылра кăтартнă паттăрлăха пулах ĕнтĕ палăртнă кун тĕлне икĕ УАЗ вĕр çĕнĕ евĕр пулса тăчĕç: пĕри - «буханка», тепри - ГАЗ-469. Çавăн пекех çамрăксем икĕ прицепа юсаса «тăна» кĕртрĕç.
СВО зонинче салтаксене техника кирлех: япаласем, медикаментсем, личный состава турттарма.
Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн республикăран гуманитари конвойĕ каясса пĕлтернĕрен Вăрнар округĕн çыннисем пулăшу пунктне посылкăсем чылай илсе килчĕç. Поселокри лавккасенче те ятарлă контейнерсенче апат-çимĕç чылай пухăнчĕ. Шăматкун вун-вун коробкăна çĕнетнĕ УАЗ-сем çине тиерĕç. Автомобильсен салонĕсем те, прицепĕсем те хальхинче те лăк тулса ларчĕç. Ятран çырнă посылкăсем те чылай. Апат-çимĕç, ăшă тумтир, инструментсем, строительство хатĕрĕсем, буржуйка кăмакасем, ытти кĕçех мобилизациленнĕ салтаксем патне çитĕç.
- Апат-çимĕç енчен пăшăрханмалли çук. Кăлпасси те, сыр та, тушенка та çителĕклех çитереççĕ, - терĕ, акă, СВО-ран отпуска килнĕ Сергей.
Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов пулăшу ыйтăвне тимлĕхрен кăлармасть. Шăматкун вăл УАЗ-сем çине посылкăсене тиес ĕçе те хăйĕн вăйне хыврĕ.
Автомобильсемпе прицепсене фура ăшне кĕртсе лартрĕç. Пысăк грузлă машинăпа Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ тивĕçтернĕ. Вырсарникун вăл республикăри гуманитари конвойĕ çумне хушăнчĕ.
Çак кун СВО зонинчи ентешсем тата ку территорире пурăнакан çынсем валли Чăваш енрен пилĕк вăрăм тягач тата пĕр Газель çула тухрĕç. Вĕсем çинче пĕтĕмпе 14 автомашина: УАЗ-сем, Нивăсем, Газель.
Автоколоннăна ырă çул суннă май, Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян пĕтĕм республика çĕнтерÿшĕн пĕрлешнин кирлĕлĕхне палăртрĕ. «Пурне те чĕререн тав тăватăп. Пĕрле эпир - çĕнтерейми, аркатайми вăй. Çакă пире фашистсене çĕнтернĕ куна çывхартма пулăшать», - терĕ вăл.
Гуманитари конвойĕ Мелитополе республика правительстви, «Пĕрле» фонд йĕркеленипе çитсе килĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |