Ÿкерчĕкĕсенче - чун-чĕре пуянлăхĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2023, 09:19 Просмотров: 372

«Турă лĕпкерен чуптунă» тесе калани пур вырăс халăхĕн пысăк талантлă çынсем пирки. Вăрнарти çав тери пултаруллă хĕрачан Галина Костянецкаян ĕçĕсене пĕрремĕш хут курсан тÿрех çак сăмахсем аса килчĕç. Çамрăк пулин те, халех мĕнешкел чун пуянлăхĕ, тарăн шухăшлăх палăрать унăн ÿкерчĕкĕсенче.

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: тавралли илеме мĕнле хăйне евĕрлĕ туйма пĕлет вунтăваттăри хĕрача, юнашарти ахаль япаласенчех асамлăх тупма пултарать. Ун картинисенчен куçа илейместĕн, чуна вара лăпкăлăхпа çепĕçлĕх ăшăтать.

Чăнах та, çутçанталăк нимпе хаклайми парне панă Галинăна - пурнăç илемне ÿкерчĕксене хывас ăсталăха. Анчах юратнă ĕçре пысăк çÿллĕше хăпарма çакă кăна çителĕксĕр. Хĕрача Турă панине аталантарма, пĕрмаях вĕренме тăрăшни хаклă. Çак ăнтăлура ăна вĕрентекенĕ, хăй те тĕлĕнмелле талантлă ÿнерçĕ Елена Есенцева, нумай пулăшса пырать. Вăл тĕрев панипе, хăйĕн вăйне ĕненме хавхалантарнипе ĕнтĕ çамрăк художник çĕнĕрен те çĕнĕ çÿллĕшсене парăнтарать.

Галина Вăрнарти 2-мĕш шкулта 7-мĕш класра пĕлÿ пухать. Вĕренÿре те маттур вăл. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, шкул пурнăçĕнче те питĕ активлă. Çав вăхăтрах чун киленĕçĕсĕр те пĕр кун та пурăнаймасть. Ăсталăха 5 çул Вăрнарти ача-пăча искусствăсен шкулĕнче туптать. Ку кĕске тапхăрта та чылай çитĕнÿ тума пултарнă вăл. Чăннипех мухтанмалăх пур! Анчах сăпайлăскер, нихçан та мăнаçланмасть. Пачах урăхла - ырă кăмăлĕпе, ĕçĕсенче те сисĕнекен чун ăшшипе хăй патне туртать.

Галя Костянецкая, акă, юлашки çулсенче чылай пултарулăх ăмăртăвĕнче хăйне тĕрĕсленĕ. Э.Юрьев ячĕллĕ халăхсем хушшинчи ÿкерчĕксен конкурсне те хутшăннă, Пĕтĕм Раççейри Ф.Быкова халалланă пултарулăх конкурсĕнче ?2020 ç, 2022 ç.% тата «Акварельная палитра» художество конкурсĕнче ?2022 ç.% 3-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ, талантлă ачасен «УНИКУМ» фестивалĕнче те ун ĕçĕсене тивĕçлĕ хакланă.

Республика шайĕнче вара çĕнтерÿсемпе призлă вырăнсем çулсеренех нумай: «Эпир Çĕнтерĕве ÿкеретпĕр», «Чăваш енĕн пултаруллă ачисем - 2020», «Расписная Пасха», «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем» музей эскизĕн, Бородино çапăçăвĕренпе 200 çул çитнине халалланă тата ытти конкурссенче, çамрăксен Дельфийски вăййисенче. Юлашкинче вăл, сăмах май, кăçал та палăрнă - республикăри тапхăрта «Ÿнер искусстви» номинацире II степень лауреачĕ пулса тăнă. Районта ирттернĕ конкурссенче вара вăл пуринче те тенĕ пекех малти вырăна йышăнаканĕ.

Ĕненмелле те мар пек, вунтăваттăри художникăн кăçал персоналлă иккĕмĕш куравĕ уçăлчĕ. Хальхинче - «Хăнасене тарават вокзал» проект йĕркипе Вăрнарти чун çул вокзалĕн залĕнче. Ăста çамрăкăн картинисемпе поселокра тата округра пурăнакансем кăна мар, чукун çулпа çÿрекен хăнасем те паллашма пултараççĕ. Курава презентацилекен мероприятире, акă, Вăрнар станцийĕн сотрудникĕ Александра Александрова хĕрачана Раççей чукун çулĕсен ятĕнчен Тав хучĕпе чысларĕ.

- Галина - пирĕн ылтăн-кĕмĕлтен хаклă пуянлăх. Иккĕленместĕп, унăн пуласлăхĕ çутă, хăйĕн таланчĕпе Вăрнар ятне çÿле çĕклекенсен йышне кĕрĕ. Çакăн пек «ахах» талантлă художник-вĕрентекен Елена Есенцева патне лекни те - пысăк телей. Малашлăхра вĕсен пĕрлехи ÿсĕмсем нумайрах та нумайрах пулччăр, - хавхаланса палăртрĕ Вăрнарти краеведени музейĕн директорĕ Елена Шарипова та, курава уçнă май.

Вырăнти Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Людмила Васильева та хĕрачан хăйнеевĕрлĕхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен, ăсталăхĕнчен тĕлĕннине пытармарĕ. «Эпĕ хам та картинăсене юрататăп. Кирек ăçта асăрхасан та, чарăнса пăхса киленетĕп, художник мĕн каланас тенине ăнкарма тăрăшатăп. Галинăн ĕçĕсенче вара - темĕнле ăшă илем, телейлĕ ачалăх, çутçанталăкпа çын хушшинчи пĕрлĕх... - терĕ вăл.

Ÿкерчĕкĕсенче чун-чĕре пуянлăхĕ курăнни ăнсăртран мар. Галинăна çак паллă кун хавхалантарма килнĕ вĕрентекенĕпе тантăшĕсем те вăл уçă чĕреллĕ çын пулнине, пурне те тĕслĕх кăтартса хăй хыççăн туртнине палăртрĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика