Инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерни, экономикăри, ял хуçалăхĕнчи курăмлă кăтартусем... Вăрнар муниципаллă округĕнче пурăнакансен мухтанма сăлтавсем пур. Маларахри çулпа танлаштарсан пĕлтĕр чылай отрасль показателĕсем лайăхланнă.
Ытларикун Вăрнарта районăн иртнĕ çулхи социаллă-экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Лару ĕçне Чăваш ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕ Владимир Степанов, çын прависемпе тимлекен уполномоченнăй Сергей Романов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников хутшăнчĕç.
- Республика тăнăçлă аталанса пынинче Вăрнар тăрăхĕн хывăмĕ те пур. Анчах та кунта татса памалли ыйтусем те чылай. Вăрнарсем çулсен тăрăмĕ япăх, сывлăх сыхлавĕнчи тивĕçтерÿ пахалăхĕ пĕчĕк пулнишĕн пăшăрханаççĕ. Тата вĕсем округра нимĕнпе те мăнаçланма çуккине палăртаççĕ - çакă сисчĕвлентерет, ку енĕпе тимлĕрех ĕçлемелле, - терĕ Владимир Степанов вăрнарсене республикăра ирттернĕ ыйтăмпа паллаштарнă май.
Вăл тата президиумри ытти представительсем Çавалкас территори пайĕн пуçлăхне Ольга Углована «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тăрăшса тимленĕшĕн» Палăрту паллипе чысларĕç.
Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов тишкерчĕ.
Бюджет
Вăрнар районĕн пĕрлехи бюджечĕн тупăш пайĕ 1006,7 млн тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм - 181,6 млн тенкĕ.
Харпăр хăй тупăшĕсен пайĕ - 303,3 млн тенкĕ е маларахри çулхинчен 39,3 млн тенкĕ пысăкрах. Налук тупăшĕсем - 272,7 млн тенкĕ. Налук мар тупăшсем – 30,6 млн тенкĕ. Тавăрса памалла мар поступленисем - 703,5 млн тенкĕ.
Расхутсем планпа пăхнин 91,5 проценчĕпе ?943,6 млн тенкĕпе% танлашнă. Ытларах пайне социокультура, вĕрентÿ сфери çине тăкакланă.
Пĕлтĕр налук парăмĕсене шыраса илессипе витĕмлĕ ĕçленĕ. Шалусене вăхăтра парас, ăна конвертпа тÿлессине асăрхаттарас ыйтусемпе ведомствăсем хушшинчи 17 ларăва ирттернĕ.
Ял хуçалăхĕ
Аграри предприятийĕсем пĕлтĕр 1547,8 млн тенкĕлĕх таса тупăш илнĕ. Ку сферăра тимлекенсен шалăвĕ ÿснĕ - вăтамран 32457 тенкĕпе танлашнă.
Ку отрасле пулăшма иртнĕ çул патшалăх 175 млн та 554 пин тенкĕ уйăрнă. Патшалăх программине ăнăçлă пурнăçланăшăн Вăрнар районĕ 3-мĕш вырăна тухнă.
Çанталăк условийĕсене пăхмасăр тупăш аван. Усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе, аш-какай туса илессипе аван ĕçленĕ. Техника паркне самай çĕнетнĕ - 77 тĕслĕ техника туяннă. Сосновски пултранĕпе вирлĕн кĕрешнĕ. Çичĕ çын харпăр хăй ĕçне пуçарса янă.
Промышленность
Производство калăпăшĕ 21 млрд та 242 млн тенкĕпе танлашнă. Виçĕмçулхинчен 49,1 процент ытларах.
Ку енĕпе уйрăмах «Вурнары завод СОМ» ?73,9 :%, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ?62,5 :%, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО ?11,6 :%, Калинино райповĕ ?29,3:%, «Чувашкабельмет» ?9,5 :% уйрăмах курăмлă ĕçленĕ.
Тăнăçлăх çине тĕп капитала инвестицисем хывни ырă витĕм кÿрет. «Август» Фирмăн филиалĕн вĕсем 261,1 млн тенкĕпе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО-н 107,9 млн тенкĕпе, «Мураты» хуçалăхăн 99,3 млн тенкĕпе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО-н 59,2 млн тенкĕпе танлашнă.
Обществăлла инфраструктура
Пĕлтĕр пуçаруллă бюджет программипе районта 30 проекта пурнăçлама май килнĕ. Пĕтĕмпе 19 млн ытларах тенкĕлĕх.
Вăл шутра автомобиль çулĕсем тĕлĕшпе - 14, масарсене юсассипе - 3, ача-пăча площадкисем тăвассипе - 1, пĕвесене тасатассипе - 11, хăтлăх кĕртессипе 1 проект.
Кăçал 11 млн тенкĕлĕх тăхăр проекта ырланă. Иртнĕ çултан куçакан сакăр проекта шута илсен пĕтĕмпе 2023-мĕшĕнче 17 проект пурнăçа кĕмелле.
Предпринимательство
Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсем 635 шутланаççĕ. Вăл шутран: 2 вăтам предприяти, 96 кĕçĕн предприяти, 539 уйрăм предприниматель, хăй тĕллĕн ĕçлекенсем - 1230-ăн. Ку тытăмра 4095 çын тăрăшать.
Пĕлтĕр ваккăн суту-илÿ çаврăнăшĕ 1288,2 млн тенкĕпе танлашнă, обществăлла апатлану организацийĕсен - 17,3 млн тенкĕпе.
Çурт-йĕр
Пĕлтĕр 11018 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Пурăнмалли кĕтес туянма 45 çамрăк çемьене 28,2 млн тенкĕлĕх свидетельствăсем панă. Пĕр гражданина яллă вырăнти условисене лайăхлатма федераллă программăпа 1,0 млн тенкĕлĕх социаллă тÿлевпе тивĕçтернĕ. Пилĕк е ытларах ачаллă виçĕ çемье 10,99 млн тенкĕлĕх сертификат илнĕ. Çичĕ тата ытларах ачаллă икĕ çемье те ?9,9 млн тенкĕлĕх% патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр тăлăхсене хăйсен кĕтесне туянма 13 сертифакат панă - 27,1 млн тенкелĕх.
Сывлăх сыхлавĕ
Ку тытăмра пĕтĕмпе 364 çын ĕçлет. Вăл шутран врачсем 51-ĕн.
Шел те, кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ чакмасть. Округра пĕтĕмĕшле практикăн 3 врачĕ, 2 врач анестезиолог-реаниматолог, кардиолог, врач акушер-гинеколог, врач-невролог, врач-хирург, врач-отоларинголог, врач-онколог çитмеççĕ.
Врачсен шалăвĕ вăтамран 57304, 09 тенкĕпе, вăтам медперсоналăн 26767,97 тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕр республика бюджечĕ шучĕпе Кĕçĕн Кипекри, Мăн Турханти ФАПсем, Пăртасри, Мăн Явăшри, Çĕрпелти врач практикин уйрăмĕсем юсавра çĕнелнĕ. Кив Шуртанта çĕнĕ ФАП уçăлнă.
Вĕрентÿ
Ача сачĕсене 1176, шкул çумĕнчи ушкăнсене 187 ача çÿрет. Черетре - виçĕ çулчченхи 53 ача.
Шкулсенче 3312 вĕренекен пĕлÿ илет. Пĕтĕмпе 348 педагог, вăл шутран 5-шĕ - пĕлтĕр килнĕ çамрăк специалистсем.
Хушма пĕлĕве 3880 ача илет. Вĕренекенсем те, учительсем те тĕрлĕ шайри конкурссенче палăраççĕ. Пăртасри Анатолий Никитин, акă, географипе Ставропольте иртнĕ Раççей олимпиадинче призер пулса тăнă. Ун наставникне Татьяна Петрована 150 пин тенкĕпе хавхалантарнă.
«Ручеек» ача сачĕн воспитателĕ Светлана Иванова Чăваш ен Пуçлăхĕн 20 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ.
Вăрнарти 1-мĕш, Калинино шкулĕсенче пысăк юсав ĕçĕсем иртнĕ.
Культура
Ку тытăмра тимлекенсем халăхăн культура шайне ÿстерессипе хытă ĕçлеççĕ. Районта тĕрлĕ енлĕ кăсăклă мероприятисем ирттереççĕ, çавăн пекех республика шайĕнчи тата ун тулашĕнчи фестивальсене хастар хутшăнаççĕ.
«САЛАМ» ушкăн, акă, Питĕрте Пĕтĕм Раççейри «Играй, гармонь блокадная» конкурса хутшăнчĕ. Арçынсен фольклор коллективĕ «Атăл ывăлĕсен юрри-ташши», «Санар» Чулхулара иртнĕ наци инструменчĕсен фестивалĕсенче палăрчĕç.
Раççей халăх артистки - Надежда Бабкина ертсе пынипе «Песни России» фестиваль-марафон Вăрнарта та анлă иртрĕ.
«Звездный» кинозал пĕтĕмпе 473 сеанс йĕркеленĕ, библиотекăсем 1381 мероприяти ирттернĕ. Музей 19 курава йыхравланă. Ача-пăча ÿнер шкулĕ 64 концерт-мероприятие хутшăннă.
Пĕлтĕр Çавалкасри клубра юсав иртнĕ, Вăрманкасри тата Калининăри культура çурчĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатнă.
Ку тытăмра 131 çын тăрăшать.
Спорт
Пĕлтĕр район шайĕнче 42 ăмăрту иртнĕ. Пирĕн спортсменсем республикăри 43, Пĕтĕм Раççейри 10, ПФО-ри 5 турнирта вăй виçнĕ.
«Химик-Августăн» ачасен команди футбол енĕпе Сочири турнирта палăрнă. «Кристалл» командисем те ?тĕрлĕ ÿсĕмрисем% хоккей енĕпе республикăра çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.
Вăрнар спортсменĕсем республика чысне Пĕтĕм Раççейри ял спорт вăййисенче хÿтĕлерĕç, пĕтĕмпе тăххăрăн.
«Август» Фирма «Химик» стадиона çĕнетме пĕлтĕр 100 млн тенкĕ хыврĕ. 1500 вырăнлăх трибунăсем, нумай функциллĕ центр, тĕрĕслевпе пропуск çуртне çĕклерĕ. РДК çумĕнчи паркра искусствăлла сийпе футбол валли мини-площадка тунă.
Ыйтусем
Вăрнарта пурăнакан хĕрарăм поселок çыннисене тахçанах хумхантаракан ыйтăва çĕклерĕ: «Мĕншĕн пирĕн шыв ытла та хаклă/ Çуллахи канашлура тÿлеве икĕ хут чакарма шантарнăччĕ пулин те/ Хак пĕчĕкленме мар, кăштах ÿснĕ те», - терĕ вăл пăшăрханса.
Муниципаллă округ пуçлăхĕ Андрей Тихонов хаксене республикăри тарифсен служби çирĕплетнине каларĕ. Çавăн пекех вăл тасатмалли сооруженисем тунă чухне документсемпе шыв Вăрнарта тата та хаклăрах пулма пултарнине, калаçуллă тавлашусем хыççăн ăна пĕчĕклеттерме май килнине аса илтерчĕ. Тÿлев пысăккине вăл хирĕçлемест. Андрей Владимирович тăкаксене саплаштарма социаллă пай урлă компенсаци илме май пуррине, çавăн пекех БОС-па çыхăнакан çăлсене юсама пысăк ĕçсем палăртнине каларĕ.
Культурăпа кану паркĕнчи ача-пăча площадкине хăçан туса пĕтерĕç/ Ку ыйту та канăçсăрлантарать вăрнарсене. Андрей Владимирович кунти ĕçсене республикăри Строительство министерстви пăхса тăнине пĕлтерчĕ. Укçине те патшалăх бюджетĕнчен уйăрнă. Округ пуçлăхĕ ача-пăча площадки кăçалах кĕçĕннисен шавĕпе тулассине шаннине пĕлтерчĕ.
Андрей Тихонов пухăннисене Вăрнар тăрăхĕн шăпишĕн ют пулманнишĕн, депутатсене, предприяти-организаци ертÿçисене пĕрлехи ĕçшĕн, республика правительствине пулăшушăн тав турĕ, малашне те пĕрлешсе ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |