Ентеш пулăшнипе - Мускава çулçÿреве

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.04.2023, 09:08 Просмотров: 547

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Кира Яковлева республикăри вĕренÿ хастарĕсен, активистсен, пултаруллă ачасен йышĕпе Мускавра пулнă.

Маттур ачасене И.И.Картуков ячĕллĕ машинăсем тăвакан «Искра» конструктор бюровĕнче пулма май туса панă. Кунта курмалли нумай, технологи процесĕсем кăсăклă. Предприятин музейĕ те историе упрать, унта вĕсен мĕнпур разработки вырăн тупнă.

Вĕренекенсем Мускав тăрăх экскурсире те пулнă. Кира Яковлева кăсăклă çулçÿрев асĕнче нумайлăха юласса палăртнă. Республикăри маттур ачасемпе паллашнă.

Ачасемшĕн усăллă та кирлĕ çÿреве «Элара» акционерсен обществин директорсен канашĕн председателĕ Владимир Сорокин йĕркеленĕ. Меценат республика аталанăвне те пысăк тÿпе хывать. Вăл Сăр хÿтĕлев чиккин строителĕсен мемориалне тума та пулăшнă, «Пĕрле» фонда пысăк суммăсем хывать, хăй çуралнă тăрăхĕнче - Çĕрпÿ округĕнче - ача-пăча спортне çĕклессишĕн тăрăшать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика