Хими промышленноçĕнче - 155 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.05.2023, 09:12 Просмотров: 434

Ĕç династийĕсем - яланах ĕçченлĕхпе уйрăлса тăнă чăваш халăхĕн, мĕнпур республикăн чăн-чăн пуянлăхĕ. Вĕсем - хăйсен профессипе ĕçне чунтан парăннин ырă тĕслĕхĕ, ыттисене, уйрăмах çамрăк ăрăва, ÿсĕмлĕ тата тăван тăрăхшăн усăллă тăрăшма хавхалантаракансем. Çак шухăша Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та ĕç династийĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă май çирĕплетнĕ. Торжествăлла чыслав мероприятийĕ тĕп хулари культурăпа кану паркĕнче иртнĕ. Çак пысăк уявра чи хисеплĕ хăнасем ăруран ăру пĕр юратнă ĕçпе тимлекен вĕрентекенсем, врачсем, бухгалтерсем, музыкантсем, ял хуçалăхĕн, вăрман тата коммуналлă хуçалăхсен, промышленность предприятийĕсен работникĕсем пулнă. Вĕсен йышĕнче - Вăрнарти пурте паллакан-пĕлекен Чугунниковсем те. Наградăна династин чи аслă представительне Иван Игнатьевич Чугунникова панă.

Чăнах та, мухтанмалăх пур - ку çемьен хими промышленноçĕнче вăй хурса пухнă пĕрлехи ĕç стажĕ 155 çулпа танлашать. Династие пуçараканĕ - Игнатий Иванович Чугунников. Хăй вăл, 1914 çулта çуралнăскер, Чулхула облаçĕнчи Сергач тăрăхĕнчен. Финн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Вăрнарти хими заводĕнче Игнатий Иванович вăрçă хыççăнхи çулсенче, 1947-мĕшĕнчен, ĕçлеме тытăннă. Малтанах ăна утарçăна йышăннă, каярахпа хушма хуçалăхăн бригадирĕн тивĕçĕсене пурнăçланă - пĕтĕмпе 30 çул. Унăн мăшăрĕн Пелагея Павловнан та хими промышленноçĕнчи стажĕ - 26 çул.

Хисеплĕ мăшăр виçĕ ачана пурнăç парса, вĕрентсе-воспитани парса ура çине çирĕп тăратнă. Вĕсем те аякри çĕрсене саланман, çывăх çыннисен тĕслĕхĕпе хавхаланса ашшĕ-амăшĕн ĕçне чыслăн малалла тăснă.

Ывăлĕ, Иван Игнатьевич, акă, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн хисеплĕ ветеранĕ, Чăваш АССР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Пултаруллă ветеран тăван заводăн аваллăхне те пулас ăрусем валли сыхласа хăварассишĕн тимлет - нумаях пулмасть унăн «История завода, достойная гордости» кĕнеки кун çути курчĕ.

Династи пуçаруçин хĕрĕ Альбина Игнатьевна та пурнăçне заводпах çыхăнтарнă, кунта 38 çул тăрăшнă. Вăл та предприятин хисеплĕ ветеранĕ, ĕç ветеранĕ. Профессири тата обществăлла ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн ăна пĕрре мар Хисеп грамотипе тата Дипломпа палăртнă. 1976 çулта Альбина Игнатьевнана заводăн Хисеп хăми çине, 1978-мĕшĕнче Ĕç мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕсен шăллĕ Александр Игнатьевич та заводра ĕçленĕ.

Ят-сумлă та хисеплĕ çемьен Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчи ĕç «кун-çулĕ» халĕ те ăнăçлă ÿссе пырать. Паянхи куна династие Игнатий Иванович Чугунниковăн мăнукĕсем Александр тата Наталья мăшăрĕпе тăсаççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика