«...Кил тесен, чĕре çурăлсах тухать...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.05.2023, 09:13 Просмотров: 361

Çĕр çинчи чи юнлă вăрçăн хăрушă кунĕсем аяккарах та аяккарах. Анчах та вăл мĕн чух-лĕ хур туни, миллионшар çемьене хуйхă кÿни паянхи кун та манăçмасть. Ывăлĕсене кĕтсе илеймен амăшĕсен куççулĕ, мăшăрĕпе ашшĕне çухатнă хĕрарăмсемпе ачасен тертлĕ кун-çулĕ - çухатусăр нихăш çемьере те пулман пулĕ.

- Манăн аннен те, Александра Алексеевнан, çемьепе савăнса пурнăç тăвас вырăнне çамрăклах тăлăх арăм пулса юлма тивнĕ. Çав вăхăтри нумай çемьенни пекех мĕнпур ĕмĕт-тĕллевĕсене фашист вăрçи ирсĕррĕн татнă унăнне. Савнă мăшăрĕ, Тимофей Сергеевич Щербаков, фронта тухса кайиччен Аçăмçырми шкулĕн директорĕнче ĕçленĕскер, текех тăван килне çаврăнса çитеймен. Ун пурнăçне тăшман пульли пĕр шелсĕр татнă, - аса илет çемье историйĕнчи хурлăхлă страницăсене Шăхальти Владимир Георгиевич Петров.

Тимофей Сергеевич хăй Сăкăт ялĕнчен, 1911 çулта çуралнă. Вăрнар районĕн Астăвăм кĕнекинче кăтартнă тăрăх, 1942 çулхи августăн 6-мĕшĕнчен хыпарсăр çухалнисен йышĕнче. Апла пулин те амăшĕн мăшăрĕн шăпи паллă пулнине пĕлтерчĕ Владимир Георгиевич. Çакăн пирки тăванĕсене унăн аслă куккăшĕ Николай Смирнов каласа панă иккен. Вĕсем, Тимофей Щербаковпа пĕр полкра тăнăскерсем, фашистсене хирĕç çума-çумăн тенĕ пекех кĕрешнĕ. Вăл аса илнĕ тăрăх, Ростов тăрăхĕнчи çапăçусем вăхăтĕнче совет салтакĕсем тăшман ункине çакланнă. Тыткăна лекнисене фашистсем ним шелсĕр пере-пере пăрахнă. Вĕсен йышĕнче - Тимофей Сергеевич Щербакова та.

Чунĕ вара унăн çапла тухасса туйнă та пулĕ. «Кунсем маншăн çав вăхăтра савăк мар. Чĕре теме сисет пулмалла», - вĕçлет вăл хăйĕн пĕр çырăвне, юратнă мăшăрĕ патне 1942 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче янинче.

Ку çырусем халĕ, чăнах та, паттăр салтак çинчен астăвăма упракан хаклă хутсем. «Вĕсем кукамайăн Евдокия Смирнован кивĕ пÿртне пăснă чух тупăнчĕç. Тĕлĕнмелле те, питĕ аван упраннă, саспаллисем те шурăхман. Вĕсене фронтран 80 ытла çул каялла шăрçаланине ĕненме те йывăр», - амăшĕ ячĕпе янă виç кĕтеслĕ çырусемпе хумханса паллаштарчĕ Владимир Георгиевич.

«... Здравствуй Шура... Получал я за время войны 4 письма, 2 от тебя, 1 от Володи, 1 от Костякова ?учителя%... Он был ранен, выздоровел, был в Азим-Сирмах, потом опять пошел биться с фашизмом. Получил от вас очень нехорошее извещение - о смерти моей дорогой Розы, принял это очень тяжело, что ж поделаешь, не пришлось ее мне увидеть... Живем пока хорошо, бьем немцев без пощады...» - çырать, акă, Тимофей Щербаков 1941 çулхи ноябрĕн 2-мĕшĕнчи çырăвĕнче.

Çĕршыва хÿтĕлекен салтаксене çывăх çыннисенчен, тăван килтен инçетре вут-хĕм айĕнче çăмăлах килмен çав. «Телейсĕр вăхăт, юратнă Шура!» - тесе пуçлать, акă, тепĕр çырăвне пирĕн ентеш. Çапла вăл çемйине килсе курайманнишĕн чунĕ ыратнипе каланине ăнланатпăр. «Телейсĕр тесе çавăншăн калатăп что сан телеграммăна илсен киле ямарĕç, вообще вăрçă вăхăтĕнче киле ямаççĕ... Пырса курас килетчĕ, хăть пăртак та пулин ирĕклĕ пурнăçпа пурнас килетчĕ. Юрĕ, пурнăçсем савăк мар. Халĕ вăрçа тухса каймалла, май уйăхĕнче мĕнле пулĕ... Кил тесен, чĕре çурăлсах тухать...» - кулянса пĕлтерет Тимофей Сергеевич. Ялти лару-тăрупа та кăсăкланать вăл. «Çынсем ялта мĕн шухăшпа пурнаççĕ халь. Савăнаççи, макăраççи... Савăках мар пуль ялта та пурăнма...», - тет.

Салтак юратнă çемйинчен пĕрмаях хыпар кĕтни тепĕр çырăвĕнчен те аван сисĕнет... «Спешу сообщить, что у меня изменился адрес, мы выехали на фронт для уничтожения гитлеризма. Шура, пиши как живут деревенские, чем ты занимаешься, здорова ты или нет, вообщем обязываю тебя постоянно писать письма...» - ыйтать вăл мăшăрне, Александра Алексеевнана. Çар почтипе янă çырура адресне «ППС 1577, 262 Артполк, литер. «А» тесе кăтартнă.

1942 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕпе датăланă çырура вара Тимофей Щербаковăн сăмахĕсенче чун-чĕринчи пăлханăвĕ, сывпуллашу евĕр туйăмсем те сисĕнеççĕ. Паллакан-пĕлекенсем çапăçу хирĕнчен таврăнайманни пирки илтнĕ хыпарсем те, кăмăлне пăснă-и, тен...

«...Шеремет Колине, Антонова текех курияс çук ĕнтĕ, чи лайăх юлташсемччĕ вĕсем, тен хама та текех çынсем куримĕç, вăрçăн вĕçĕ хĕрри курăнмасть. Салампа сирĕн... Тимуш».

Чăнах та, ку сăмахсем сывпуллашăвах пулса тухнă ахăртнех. Таврăнайман Тимофей Щербаков çемйи патне, хăй ĕмĕтленнĕ пек çывăх çыннисене тепĕр хутчен те пулин ыталаса илеймен... Темиçе уйăхранах тăшман пульли ун пурнăçне ирсĕррĕн татнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика