Районти ветеринари станцийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакан зооветспециалистсемпе тата техник-осеменаторсемпе семинар-канашлу иртнĕ.
Районти ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ Владимир Матвеев сыснасен Африка чумин вирусĕ сарăласран, кайăк грипĕпе тата выльăхсемпе çыхăннă хăрушă чирсемпе кĕрешессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа кăтартнă. ,несенчен сывă пăру илессишĕн вырăнсенче ветеринари службин ĕçченĕсем яваплă вăй хунине палăртнă.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Романов районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхра аш-какайпа сĕт туса илесси тата сутасси ÿснине каланă. ,несене искусственнăй майпа пĕтĕлентерессине тĕпе хума сĕннĕ. «Чувашское» обществăн ĕçченĕсем Леонид Решетниковпа Дмитрий Казаков предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă.
Семинарăн практика пайĕнче Елена Васильева ветеринари врачĕ ветеринари станцийĕн искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пункчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Юрий КОРНИЛОВ.
Май 2025 |