Малалла аталанас тесен паянхи ĕçпе лăпланмалла мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.07.2023, 09:47 Просмотров: 309

Территори пайĕн тĕп задачи - çынсене пурăнма, ĕçлеме тата канма лайăх майсемпе, обществăлла йĕркелĕхе тата пурнăç хăрушсăрлăхне тивĕçтересси. Хăйсен тĕп ĕçĕсене йĕркелесе пынă чух шăпах çак задачăсене тĕпе хума тăрăшаççĕ те Упнер ял пайĕнче.

Çĕршыв шайĕнче те, республикăра та, куратпăр ĕнтĕ, юлашки вăхăтра ял çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăнчĕç. Тен, теприсем калĕç те пулĕ: нимĕнле улшăну та курăнмасть тейĕ. Анчах та çулсерен яллă вырăнта чылай ĕç пурнăçланать. Паллах, пур çĕрте те калăпăшлă мар, анчах та ялшăн тунă пысăк мар ĕç те тем пек паха.

Хальхи вăхăтра яла пулăшма тĕрлĕ программа ĕçлет. Упнер тăрăхĕнче пурăнакансем те вĕсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче вырăнти инфраструктурăна аталантарма пуçарулăх бюджечĕн программи анлă çул тупрĕ. «Çынсем хăйсем те хутшăннипе вырăнти чылай çул йĕркене кĕчĕ ĕнтĕ, ыттти ĕçсене туса ирттертĕмĕр», - пĕлтерчĕ Упнер территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов.

Кăçал, акă, ку программăпа территорири виçĕ çула юсама май килнĕ. Геннадий Арбузов: «Хамăр вăйпа, паллах, кунашкалах хаклă проектсене пурнăçлаймастпăр, пуçаруллă бюджет программи вара пирĕн задачăна кăшт çăмăллатать: укçа виçĕ çăлкуçран - республика, округ, çынсем - килет. Çапла кăçал 1010 метр çула çĕнетме май пулчĕ».

Кивьял Хапăсри Уй урамĕнче чăнах та малтанхи вăхăтра пылчăк çăрăлатчĕ, çумăрлă çанталăкра кĕрсе тухма та май çукчĕ. Пуçаруллă бюджет программипе ăна вак чулпа хытарма май килнĕ. Урам тăршшĕпех - пĕтĕмпе 430 метр.

Унсăр пуçне, Хапăсри Рыбацкая урамра ĕçсем пыраççĕ.

Подрядчик яваплă пулни те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку территорире, акă, Алина Ефимова уйрăм предприниматель ĕçленĕ. Ял çыннисем ун ушкăнĕ типтерлĕ, пахалăхлă ĕçленине палăртаççĕ.

Маларахри çулсенче Хапăс шкулĕ патне пыракан çул та çуркунне-кĕркунне, çумăрлă çанталăксенче йывăрлăхсем кăларса тăрататчĕ. Шкулпа ача сачĕ патне вара яка çул пулмаллах. Иртнĕ çул виçĕ ял халăхĕ пуçарулăх кăтартса Шкул урамĕнче 180 метр çула юсама шут тытрĕç. Округ администрацийĕ кăçал Чăваш ен Ял хуçалăх министерстви ирттернĕ инициативлă проектсен конкурсĕ витĕр ăнăçлă тухнă. «Çулăн ку пайĕ чăннипех пĕлтерĕшлĕ. Кунта шкулпа ача сачĕ, фельдшерпа акушер пункчĕ, культура çурчĕ, библиотка, ветеринари службин, полицин участокри пайĕ вырнаçнă. Çавăнпа та ăна çĕнетес тесе вăйран тăрăшрăмăр», - тет Геннадий Арбузов.

Хапăсри Садовăй урамăн чи çăрăлчăк пайне хытарма май килнĕ. Ăна пахалăхлă туни курăнать - кунта вĕтĕ кăвак чул сарнă. Çавăн пекех Упнерти Березовка урамĕнчи çулăн пайĕ те çĕнелнĕ. Вĕсене Çул-йĕр фончĕн укçи-тенкипе çĕкленĕ. Иккĕшĕн те тăршшĕ - 148-шар метр.

Территори пайĕнче унччен тунă çулсене пăхса тăрассине те тимлĕхе илнĕ. Урамсене хытарса якатассипе малашне те ĕçлеме палăртаççĕ. Çитес çул, сăмахран, çулсене юсассипе пуçаруллă бюджет программипе виçĕ проекта пурнăçа кĕртесшĕн.

Тасалăх, тирпейлĕх ĕçĕсене те манăçа кăлармаççĕ. Территорири масарсене тирпейлĕ тытса тăма тăрăшаççĕ. Çуллен çуркунне юр кайса пĕтсен тата Çимĕк умĕн вĕсем çинче субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ. Ял урамĕсенче тасалăх хуçалантăр тесе тăрăшаççĕ. Ÿссе кайнă курăксене çулаççĕ. Ку енĕпе çынсем хăйсем те чунлăхпа палăраççĕ. Нумайăшĕ хăйсем умĕнчи курăка вăхăтра çулса-тасатса тăрать.

Упнерсем, акă, çуркунне унчченхи шкул садне тасатса тирпейленĕ, ял варринчи пĕве тавралли йывăçсене кĕскетсе каснă.

«Хамăр патра халăхăн пурнăç условийĕсем мĕнле пуласси пирĕнтенех, хамăр пуçаруллă пулнинчен килет. Çакна ял çыннисенчен ытларахăшĕ тĕрĕс ăнланни савăнтарать», - пĕлтерчĕ территори пайĕн пуçлăхĕ, Упнер тăрăхĕнчи мĕнпур халăха тав туса. Сăмах май, ун йышне кĕрекен тăватă ялта 1428 çын пурăнать.

Çынсем - ял тăрăхĕн чи пуян хаклăхĕ. Упнерсем, хапăссем, анаткас-хапăссемпе кивьял-хапăссем ĕçченлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Ветерансем тимлĕхре. Тыл ĕçченĕсемпе салтак арăмĕсене хисепре тытаççĕ, Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе çулсерен парнесем кÿреççĕ.

Паллах, аталанас, яла хăтлăлатас тесен паян тунă ĕçсемпе кăна лăпланса лармалла мар. Упнер тăрăхĕнче пурăнакансем те çавăн пекех. Хапăсра, акă, чиркÿ пулнă вырăнта Поклонный Хĕрес лартасшăн. 1747 çулта тунăскер, хăй вăхăтĕнче вăл 18 яла пĕрлештернĕ. Хĕрес çынсене тĕрлĕ чирсенчен, инкексенчен çăлассине ĕненеççĕ çынсем, çавăнпа та ку ырă та пархатарлă ĕç Турă тимлĕхĕпе пурнăçланасса шанаççĕ.

Унсăр пуçне, хапăссем çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе Асăну скверне, Çĕнтерÿ аллейине тума палăртаççĕ. Упнер территори пайне кĕрекен ытти ялсенче те вăл е ку ĕçсене пурнăçа кĕртме шутлаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика