Ульяновскра мини-футбол енĕпе Атăлçи округĕн зонинчи пĕрремĕш дивизионри командăсем хушшинче Раççей первенстви иртнĕ.
Турнира Самарăри, Ульяновскри, Саратоври, Тольяттири, Чулхулари, Шупашкарти вăйлă командăсемпе пĕрле пирĕн районти «Цивиль – Калинино» команда та хутшăннă. Ун йышĕнче Калинино шкулне пĕтернисем те пур% Сергей Зайцев, Евгений Иванов, Дмитрий Медведев, Дмитрий Константинов.
Раççей финалне тухассишĕн, пĕртен-пĕр путевкăна çĕнсе илессишĕн футболистсем виçĕ кун тупăшнă. Калининăсене ăнăçман пулин те, вăйлă командăсемпе выляса вĕсем ăсталăха, опыта ÿстернĕ. Вĕсем турнир таблицин 11-мĕш йĕркине йышăннă.
Ăмăртăва хутшăнма командăна спонсорсем чылаййăн пулăшнă.
Март 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
