Ачасем ашкăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.04.2018, 09:00 Просмотров: 521

Апрелĕн 9-мĕшĕнче 17 сехет те 50 минутра Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри транспорт çинчи пайĕ Вăрнар станцийĕн дежурнăйĕнчен пĕлтерÿ йышăннă. Чукун çулăн 631-мĕш километрĕнче ачасем асăрхавсăр чупса çÿреççĕ, çул çине ăпăр-тапăр тухса хураççĕ тенĕ унта.

Транспорт полицийĕн Канаш станцийĕнчи сотрудникĕсем вырăна тĕрĕслевпе çитнĕ. Пĕлтерÿре хыпарлани çирĕпленнĕ. Чăнах та, çула çитмен икĕ ача, 5-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем, çул çинче ашкăннă пулнă. Вĕсем выляс-аташас шухăшпа рельссем çине тĕрлĕ япаласем хурса тухнă, çавăн пекех груз турттаракан поездăн составне чулсемпе пенĕ.

Ачасемпе профилактика калаçăвĕ ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕ вара асăрхаттарупа хăтăлайман, вĕсем тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 5.35-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе административлă протоколсем çырнă.  

Л.ГРИГОРЬЕВА,

Канаш станцийĕнчи полицин линейнăй пайĕн çула çитменнисен ĕçĕсемпе тимлекен инспекторĕ полици капитанĕ.

Добавить комментарий

Яндекс.Метрика