Ентеш - Обществăлла Канашра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.11.2023, 08:45 Просмотров: 760

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи Обществăлла Канаш - яваплă пĕрлĕх, обществăлла тĕрĕслев полномочийĕсене пурнăçласа пырать.

Халĕ вăл çĕнĕ тытăмпа ĕçлеме пуçлĕ, ун йышне октябрĕн 27-мĕшĕнчи хушупа çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Аван хыпар: çĕнĕ йышра пирĕн хастар ентеш те пур. Вăл - «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн сотрудникĕ Станислав Николаевич Афанасьев. Техника наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин Эксперт клубĕн тата ытти обществăлла наука пĕрлешĕвĕсен членĕ. Унăн хĕçпăшал тата çар техникин эффективлăхне ÿстерес енĕпе, аслă шкулăн професси хатĕрлевĕ тата педагогики, йĕрке хуралĕн ĕç-хĕлĕ тата уйрăм тапхăрта экономика объекчĕсен çирĕп ĕçне тивĕçтересси тĕлĕшпе компетенцисем анлă. Станислав Николаевич обществăлла ĕçе те пысăк тÿпе хывать - «Офицеры России» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш енри уйрăмĕн исполкомне ертсе пырать.

Станислав Афанасьев - 85 ытла наука тата вĕренÿпе методика ĕçĕсен, изобретенисен 2 патĕнчĕн, патент парасси пирки ВНИИГПЭ-н 2 йышăнăвĕн авторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика