Вăрнар округĕ хăйĕн ятлă-сумлă çыннисемпе чăннипех мăнаçланма пултарать. Пирĕн ентешсем тĕрлĕ ĕçре ырми-канми тăрăшнипе ырă ята тивĕçеççĕ. Вĕсенчен пĕри - Вăрнар поселокĕнчи Вениамин Иванович Сорокин. Нумаях пулмасть хисеплĕ ветерана Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван Тавĕпе чысланă.
Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 40 çул, пичет отраслĕнче 37 çул тăрăшнă. 33 çул Вăрнар типографийĕн пуçлăхĕнче тимленĕ.
Вениамин Сорокин Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ. Кĕçĕн Кипекри вăтам шкултан тарăн пĕлÿ илнĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Унăн служба Казахстанра ядерлă хĕçпăшала тĕрĕслемелли полигонта иртнĕ.
Вениамин Сорокин аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр вăхăт республикăри типографире слесарьте тăрăшнă, унтан набор машинипе ĕçленĕ. Тăван ен чĕнĕвĕ илĕртме пуçласан тăван тăрăха таврăннă. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата ĕçлеме вырнаçнă. Ялхуçалăх пайĕнче литсотрудникре тăрăшнă.
Вениамин Иванович Вăрнар типографине ертсе пынă чухне пичет ĕçне аталантарас тесе ырми-канми тăрăшнă. Ăсталăха ÿстерме çĕршыври чылай полиграфи комбиначĕсенче пулнă. Республика делегацийĕ йышĕнче Финляндие те çитсе курнă. Çавна май типографире çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.
Тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса тăрăшакан ентеш хăйĕн ăсталăхне ĕçпе çирĕплетнĕ. Ăна «СССР пичет отличникĕ», «Чăваш Республикин промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăсемпе наградăланă.
Вениамин Иванович нихăçан та обществăлла ĕçсенчен пăрăнман. Хастара темиçе хутчен те депутатсен Канашĕн районти депутатне суйланă. Тивĕçлĕ канура та ал усса лармасть. Чăваш наци конгресĕн округри уйрăмĕн пухăвĕсене хутшăнать, çамрăксене сĕнÿ-канашпа пулăшать. Тăван тăрăхăн историне тĕпчет. Вениамин Сорокин - Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, Анатолий Емельянов, Иван Ивник ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Чăваш наци академийĕн наукисен тата искусствисен чăн членĕ.
Вениамин Иванович - виçĕ кĕнеке авторĕ. Çырас ăсталăха шкулта вĕреннĕ чухнех паллă поэт Алексей Воробьев патĕнче туптанă. Çулсене пăхмасăр литература лаççинче халĕ те тар кăларса ĕçлет. Тăван хаçатра ун сăввисем, калавĕсем тăтăшах пичетленеççĕ.
Вениамин Иванович литература лаççинче кăна мар, пахча ĕçĕпе те тăрăшать. Мăшăрĕпе пĕрле çулсерен кăнтăр культурин - иçĕм çырлин - тĕрлĕ сорчĕсене çитĕнтереççĕ. Пысăк тухăç илеççĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |