Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.12.2023, 09:36 Просмотров: 290

Пирĕн хушăра ырă тĕслĕхпе палăракан нумай ачаллă çемьесем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Вăрнарти Клара Назаровнапа Рифкат Шамдинович Киметовсем.

Иртнĕ эрнере Киметовсене «Родительская слава» орденăн медалĕпе чысланă. Çемье институтне çирĕплетес тата ачасене тĕрĕс-тĕкел воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн ентешсене наградăна Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата республикăри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева панă.

Киметовсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн паха тĕслĕх шутланаççĕ. Хăйсем пекех ĕçчен, тăрăшуллă пулма, çынна хисеплеме, пулăшу алли тăсма вĕрентеççĕ. Виçĕ ачи ашшĕпе амăшĕн çунатти айĕнчен вĕçсе тухнă ĕнтĕ, пурнăç çулĕпе хăйсем тĕллĕн утаççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Раиль шкулта вĕренет.

Çавăн пекех иртнĕ эрнере республикăри «Çулталăк çемйи-2023» конкурса та пĕтĕмлетнĕ. Вăрнар округне унта Вăрнарти Волковсен çемйи хÿтĕленĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика