Çĕнĕ çул умĕн Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев творчествăри ăнтăлушăн республикăри 1 пин çамрăка ятарлă стипенди парасси пирки алă пуснă.
Стипендиатсен йышĕнче Вăрнар округĕн пултаруллă тăватă çамрăкĕ те пур. Вĕсем:
Анастасия МНЕЙКИНА - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн хушма пĕлÿ педагогĕ.
Мария ПУТРЯШОВА - Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студентки.
Тамара СМИРНОВА тата Дмитрий ФИРСОВ - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем.
Чăннипех те маттур çамрăксем! Мария Путряшовапа Тамара Смирнова, акă, - ăста спортсменсем. Пĕрремĕшĕ çăмăл атлетикăра, йĕлтĕр спортĕнче, баскетболра пысăк çитĕнÿсем тăвать. Тамара та спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче çитĕнÿпе палăрать. Вăл - республикăри ГТО фестивалĕн çĕнтерÿçи, вĕренÿ хастарĕ.
Дмитрий Фирсов - ăс-хакăл конкурсĕсен çĕнтерÿçи. Пĕлтĕр вăл информатикăпа республика олимпиадинче палăрнăччĕ.
Анастасия Мнейкина - IT-Куб преподавателĕ. Ун воспитанникĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче информаци технологийĕсем енĕпе лайăх пĕлÿ кăтартаççĕ. Хăй те çитĕнÿсем тăвать.
Пултаруллă çамрăксем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 2500 тенкĕ илсе тăрĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Ноябрь 2024 |