Тухăç мĕн акнинчен килет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2024, 09:41 Просмотров: 324

 «Вăрлăх çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн хура çĕре кондициллĕ тата сортлă вăрлăхсемпе кăна шуратса хăвармалла. Паллах, аграри организацийĕсем мĕнле вăрлăхпа акнине Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн специалисчĕсем сăнасах тăраççĕ, сутмалли тырра та тĕплĕн тĕрĕслеççĕ.

Вăрнар округĕпе илсен, кăçал çураки ирттерме тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ планпа 3520 тонна кирлĕ. Чылай ял хуçалăх организацийĕнче хальхи вăхăтра тырă тасатаççĕ. Уй-хир ылтăнĕ паха-тăк, кĕрхи пÿлмесем тулли пулĕç. Çак вăхăт тĕлне округри хуçалăхсен тыррин 75 проценчĕ кондицие ларнă.

Вăрнар тăрăхĕнче вăрлăх ĕрчетессипе тата ăна сутассипе тимлекен виçĕ хуçалăх - Карл Маркс ячĕллĕ кооператив, «Санары» тата «Агрохмель» агрофирмăсем. Çак предприятисенчи пĕрчĕллĕ культурăсем йăлтах ака стандартне тивĕçтереççĕ. «Янгорчино» кооперативри вăрлăх та акма юрăхлă. Ытти хуçалăхра та тырă алассипе тимлесех ĕçлеççĕ. Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн агрономĕ Вячеслав Алексеев юнкун «Санары» агрофирмăра пулчĕ, сутма уйăрса хунă тырă пĕрчисене тĕрлĕ çĕртен кирлĕ чухлĕ тĕрĕслеме илчĕ.

- Хуçалăхăн тырри паха пулни тÿрех курăнать, çапах та тĕрĕсленĕ хыççăн кăна пĕтĕмлетÿ тума пулĕ, - терĕ Вячеслав Николаевич.

Лабораторире сарă ылтăнăн пахалăхне çирĕплетсен ятарлă сертификат çырса параççĕ.

Тырă аламалли агрегат пĕр тикĕс ĕçлет. Хуçалăхра виçĕ звено тăрăшать. Агрофирмăра тырă аланă çĕрте вăй хуракансем - Ирина Афанасьева, Анатолий Ильин, Юрий Иванов, Николай Иванов - хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Вĕсем правур пулнăран паха сортлă тырпул тасалса тухнă хыççăн михĕсене хăвăртах тулать. Вăрлăхĕ элита сортли.

Агрофирмăн фотосепаратор та пур. Ăна 2020 çултах вырнаçтарнă. Фотосепаратор - пысăк технологиллĕ оборудовани. Вăл тĕштырăсене тасатма тата сортлама пулăшать. Ку хăватлă техникăпа Владислав Матвеев ĕçлет.

Агрофирмăра тĕрлĕ ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Александр Петров тĕп агрономĕ каланă тăрăх, çурхи туллăн «Никон» ятлă çĕнĕ сорчĕ иртнĕ çул лайăх тухăçпа савăнтарнă. Ку вăрлăха «Победа» кооператив, Виталий Яковлев фермер хуçалăхĕ туянма палăртаççĕ. Уй-хир ылтăнĕ лайăх сутăнсан, кĕлетсем пушансах пырсан хуçалăх экономики те çирĕпленĕ, малалла аталанĕ. Каласа хăвармалла, пĕлтĕр округри вăтам тухăç 34,6 центнерпа танлашнă-тăк, «Санары» агрофирмăра тĕштырăсене кашни гектартан 43 центнер çапса илнĕ.

Предприяти уй-хирĕнче тата «Ульяновская-105» тата «Буран» çурхи тулă, «Вакула» урпа, «Кулон» пăрçа, «Виктория» люцерна, «Спутница» вика, «Яков» сĕлĕ, «Альфа» çуллă çарăк, «Ленинградская - 204» тимофеевка элитлă вăрлăхсем акса туса илеççĕ. Агрофирмăра ял хуçалăх культурисем кăçал та ăнса пуласса шанаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика