Пулăшу пĕлтерĕшлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.02.2024, 09:53 Просмотров: 363

Çăмăл мар вăхăт пулин те, республика экономики япăх мар аталанса пырать. Инвестицисем хывса, пулăшу мерисемпе усă курса производствăсене çĕнетме-анлăлатма майсем тупнине куратпăр.

Хамăр патра туса кăларнă продукцие вырнаçтарса тупăш илме те, санкци витĕмĕсене кура, экспортăн логистика çул-йĕрне улăштараççĕ, усăллă килĕшÿре ĕçлекен çĕршывсемпе çыхăнусем йĕркелеççĕ тата ытти те. Патшалăх бизнеса кÿрекен пулăшу, наци проекчĕсен витĕмĕ те пысăк тĕрев. Çакă та нумай сферăна ăнăçлă ĕçлесе пыма хăват парать.

«Регионăн шалти пĕтĕм продукчĕ тĕлĕшпе, акă, çакăн пек ÿсĕмпе ?5: ытла% тухассине кĕтмен. 2023 çулта ку хисеп 550 млрд тенкĕрен кая мар пуласса шутлатпăр. Çак кăтартусем экономикăн кал-кал аталанăвне, çынсен пурнăç ăнăçлăхĕ лайăхланса пынине çирĕплетеççĕ», - пĕлтерчĕ Чăваш ен экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов кĕçнерникун журналистсемпе иртнĕ пресс-конференцире. 2023 çулхи экономика ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе вăл республикăри, округсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Вăл экономикăри çитĕнÿсене, акă, хăшпĕр тĕп цифрăсемпе те çирĕплетрĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, промышленность производствин ÿсĕмĕ вунпĕр уйăхра 26 процентпа танлашнă, инвестицисен хывăмĕ - 21 :, харпăр хăй тупăшсен - 25:. Пĕрремĕш хут инфляци шайĕ Раççейри вăтамринчен пĕчĕкрех. Каламалла, чăваш производителĕсем уйрăмах электротехника, машиностроени, хими, ял хуçалăх продукцийĕ ?хăмла - 93:, хур ашĕ - 75:% енĕпе Раççей экономикине курăмлă тÿпе хываççĕ.

Чăваш енре предпринимательсен шучĕ те ÿсет - ку та хăйсен ĕç-хĕлне пуçаракансем регион экономикин ăнăçлăхне, аталану майĕсем пуррине курнине пĕлтерет. Çулталăкра пĕчĕк тата вăтам препринимательлĕх субъекчĕсен йышĕ 26 процент хушăннă, хăй тĕллĕн тимлекенсем ?самозанятăйсем% - 51 : нумайрах. Юлашки ушкăнрисем пуринчен ытла пассажирсене тата грузсене турттарас сферăра, суту-илÿре, строительствăпа юсав, информаци, парикмахер тата илем тивĕçтерĕвĕсене кÿрессипе хăйсен ĕçне уçаççĕ. Патшалăх паракан çăмăллăхсемпе вĕсем предпринимательсемпе танах усă кураяççĕ - пĕтĕмпех «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвĕсем» наци проекчĕ сĕнекен çул-йĕрсемпе.

Пĕчĕк тата вăтам бизнес, тĕрĕссипе, республика ертÿлĕхĕ енчен те тимлĕхрех. Вĕсене тĕрев парассине адреслă йĕркелеме, техно- тата агропарксен, уйрăм экономика зонисен резиденчĕсене тухăçлă пулăшу мерисене уйăрма тăрăшаççĕ.

Дмитрий Краснов министр палăртнă тăрăх, регионти бизнес енчен наци проекчĕсен пулăшу программисем патне кăсăклăх питĕ пысăк. 2023 çулта Промышленность аталанăвĕн фончĕ кăна 1,1 млрд тенкĕ займсемпе тивĕçтернĕ. Ку цифра виçĕмçулхинчен 4 хут пысăкрах. Анчах, палăртмалла, кашни илнĕ тенкĕ пуçне бизнес харпăр хăйĕн тенкине те хушать. Çакă - Чăваш ен экономикин аталанăвне чăннипех те пĕлтерĕшлĕ хывăм: вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, тупăша ÿстерме, продукцин çĕнĕ тĕсĕсене кăларассине хута яма, бюджета налуксене ытларах пухма май парать.

Республикăра юлашки çулсенче Чăваш ене ытти хуласенчен кăна мар, ют çĕршывсенчен те туристсене илĕртессипе те питĕ пысăк ĕç пурнăçланать. Улшăнусем тĕп хулан кăна мар, муниципалитетсен илĕртÿлĕхĕ те ÿснинче те курăннăран, журналистсенчен ку темăпа ыйту нумай пулчĕ. Дмитрий Краснов министр Чăваш енпе çулçÿревçĕсем ытларах кăсăкланма тытăннинче, пирĕн туристсене йышăнма, хамăр халăх хăйнеевĕрлĕхне кăтартма лайăх майсем пулса пынинче «Туризм аталанăвĕ тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕн пысăк тÿпине палăртрĕ.

Ун йĕркипе, чăнах та, туризм шайне çÿле çĕклекен ĕçсене пурнăçа кĕртнĕ. Сăмахран, кÿршĕ регионсемпе пĕрле Шупашкара, Хусана, Йошкар-Олана, Свияжска çыхăнтаракан турпродукта Аслă Атăл çулĕн наци турист маршручĕсен йышне кĕртме пултарнă. Çакă вара инфраструктурăна - çав шутра Сĕнтĕрвăрринчи, Куславккари çыран хĕррисене - хăтлăлатма май парать. Шыв туризмĕ, палăртмалла, республикăшăн актуаллă, тупăшлă.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, туризм аталанăвне республикăра кăçал хывăмсем татах та курăмлăрах пулмалла. Çÿлерех асăннă нацпроект йĕркипе Чăваш ен инфраструктурăна хăтлăлатма субсидие тивĕçмелле. Укçа-тенкĕпе пляжсене йĕркене кĕртме, ытти мероприятисене пурнăçлама палăртаççĕ. Наци проекчĕ майĕпех 300 млн ытла тенкĕ коллективлă кану ?пурăну% вырăнĕсене тăвассипе пуçарусене пурнăçлама ярĕç. Çавăн пекех 2024 çулхи планра - çичĕ çĕнĕ кану вырăнне уçасси тата ытти пысăк ĕçсем.

Пресс-конференцире Дмитрий Краснов çавăн пекех экономика сферине пырса тивекен ытти ыйтусене те хуравларĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика