Мускава путевкăсем çĕнсе илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.02.2024, 14:04 Просмотров: 84

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ шкул ачисем хушшинче 5-мĕш хут хими предмечĕпе «Август шанăçĕ» олимпиада ирттернĕ. Унта округри шкулсенче 8-11-мĕш классенче вĕренекен 98 ача хутшăннă. Каласа хăвармалла, 5 çул хушшинче ку чи пысăк кăтарту.

Завод кашни çулах йĕркелекен олимпиада шкул ачисене наукăпа кăсăклантарас, химине тарăнрах вĕренме хавхалантарас тĕллевлĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн директорĕ Владимир Свешников ачасене ăнăçу суннă: «Сирĕн пурнăçра яланах пĕчĕк тата пысăк çитĕнÿсем пулччăр. Эсир шкул саккинченех пулас çитĕнÿсен никĕсне хывни питĕ лайăх. Хăвăрăн вăйлă енсене аталантарса пырăр».

Заводăн тĕп технологĕ Елена Буданова вăйлă технологисен ĕмĕрĕнче пĕлÿ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, çавăнпа та тăрăшса вĕренмеллине палăртнă.

Олимпиадăна хутшăнакансене çавăн пекех заводăн социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров, округ администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов саламланă.

Заданисене гербицидсем кăларакан 181-мĕш цехăн технологĕ Юрий Федоров хатĕрленĕ. Вăл палăртнă тăрăх, задачăсем пурнăçри тĕслĕхсемпе çыхăннă. Вĕсене тĕрĕс шутлама теори пĕлĕвĕсĕр пуçне тавçăрулăх та кирлĕ.

Олимпиада хыççăн ачасем заводăн столовăйĕнче апатланнă, Ĕçпе Мухтав музейĕнче, цехсенче тата наукăпа производство центрĕнче экскурсире пулнă, интересленсех заводăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Вĕренекенсен ĕçĕсене шкул учителĕсенчен, промышленноçпе санитари лабораторийĕн, наукăпа производство центрĕн, тĕп технолог пайĕн сотрудникĕсенчен йĕркеленĕ комисси тĕрĕсленĕ.

Призерсемпе çĕнтерÿçĕсене торжествăлла лару-тăрура чысланă. 12 ача дипломсемпе Мускава 3 кунлăха каймалли путевкăсене тивĕçнĕ. Март уйăхĕнче вĕсем тата спортпа обществăлла ĕçре палăрнă ытти шкул ачисем заводăн автобусĕпе çĕршывăн тĕп хулине çитсе унăн культурипе паллашĕç, паллă чылай вырăнта пулĕç, «Раççей» курава çитсе курĕç.

Кăçал «Август» Фирма çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе масштаблă проект пурнăçлать. Çулталăк тăршшĕпе компани Раççей регионĕсенчи тата Беларуç Республикинчи аслă классенче ăс пухакан шкул ачисем валли Мускава экскурсисем йĕркелеме палăртнă. Вĕсем ачасене Тăван çĕршывăн историйĕпе, культурипе тата çитĕнĕвĕсемпе паллаштарас тĕллевлĕ. Çитĕнекен ăрушăн Раççей мăнаçлăхне чĕререн туйни, унпа тивĕçлипе мухтанма пултарни пысăк пĕлтерĕшлине палăртаççĕ «Август» компанинче.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика