Нумай ачаллă çемьесене – хушма пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.03.2024, 14:37 Просмотров: 314

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев нумай ачаллă çемьесене пулăшма хушма мерăсем кĕртнĕ. Çĕнетнĕ критерисене шута илсен йышлă çемьесен шучĕ 30 процент ÿсмелле.

Нумай ачаллă çемьесене тивĕçекен çĕнĕ пулăшу мерисем çакнашкал:

Чăваш Республикинчи вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илекен ачасене палăртнă нормативсемпе килĕшÿллĕн шкул тумĕпе, çавăн пекех спорт тумĕпе тивĕçтермелле*

республикăн шутланакан шкул çулĕчченхи вĕрентÿ организацийĕсене пирвайхи черетпе илмелле*

республикăн шутланакан физкультурăпа спорт организацийĕсене çÿреме çăмăллăхсемпе тивĕçтермелле*

пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерÿсен тÿлевне 30 процентĕнчен кая мар саплаштармалла.

Унсăр пуçне, кунашкал çемьесен социаллă контрактпа социаллă пулăшу илме право пур, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне предпринимательство сферинче ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ.

Олег Николаев суту-илÿ тата ытти хуçалăх субъекчĕсене нумай ачаллă çемьесене кирлĕ таварсем çине скидкăсем хума, социаллă карттăсем кăларма сĕннĕ.

Çемье институтне çирĕплетессине, ун интересĕсене хÿтĕлессине, обществăра çемье хаклăхĕсене сарассине мала хуракан коммерцилле мар организацисене хавхалантарĕç.

Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене хăйсене тивĕçекен пулăшусем пирки информаци системи урлă пĕлтерме план лартнă. Çывăх çулсенче республикăра «Çемье навигаторĕ» ĕçлесе каймалла.

Паян республикăра нумай ачаллă çемьесем 18,3 пин. Юлашки вунă çулта вĕсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ.

Çĕнетнĕ мерăсемсĕр пуçне пысăк çемьесемшĕн Чăваш енре ытти пулăшу мерисем те ĕçлеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика