Перекетлĕх аталанма пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2024, 14:40 Просмотров: 419

Раççейре «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕпе туса хунă инфраструктура пред-приятисене, бизнеса аталанма лайăх майсем туса парать.

Сăмахран, федераллă тата регионти компетенцисен центрĕсем компанисене перекетлĕ производствăна ĕçе кĕртме, ертсе пыраслăха, логистикăна, продукцие вырнаçтарассине çĕнĕлле йĕркелеме пулăшаççĕ. Участниксен хăйсен аталану инструменчĕсене хута яма та май пур.

«Ĕç тухăçлăхĕ» наци проекчĕн участникĕсенчен пĕри - «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг. Предприяти нумаях пулмасть сотрудниксем хушшинче ĕç вырăнĕсене 5С системăпа йĕркелессипе конкурс ирттернĕ.

Ĕç вырăнне лайăхлатас система - перекетлĕ производствăн хатĕрĕсенчен пĕри. Вăл пилĕк утăмран тăрать - сортировка, йĕркелĕх, тасалăх, стандартизаци тата çĕнетÿ. «Япаласене кирлĕ е кирлĕ марри çине уйăрни, вĕсене тĕрĕс, пĕр вырăнта упрани, ĕç вырăнне тасалăхра тытни, кашни ĕçе пурнăçламалли стандартсемпе технологие хатĕрлени тата пăхăнни курăмлă тухăçлăх парĕç», - ăнлантараççĕ регионти компетенцисен центрĕн эксперчĕсем.

Çĕнĕлĕхе вĕренесси ăмăрту евĕр пултăр тесе предприяти ертÿçи Владислав Попов та тÿпе хывас тенĕ - чи хастаррисене укçан хавхалантарма йышăннă. Ĕç вырăнĕсене лайăхлатассине аш-какай комбиначĕн мĕнпур сотрудникĕсем пуçăннă. Чи маттурри вара çурма фабрикатсен фасовкин участокĕ пулса тăнă. Вĕсем хатĕр продукцие тĕркемлессине çĕнĕлле йĕркеленĕ.

- Унччен сотрудниксем этикеткăсене, контейнерсене шыраса, çитерсе, склад заявкисене хатĕрлесе вăхăт ирттеретчĕç. 5С çĕнĕлĕхĕсене кĕртнĕ май участок ытлашши япаласенчен хăтăлчĕ, контейнерсемпе этикеткăсем хăвăрт тата меллĕ илмелле вырнаçрĕç, вăхăт та перекетленет, - палăртаççĕ халĕ участокра.

Каласа хăвармалла, «Ĕç тухăçлăхĕ» наци проектне çулталăкра 400 млн тенкĕрен ытларах тупăш илекен, экономикăн чĕртавар мар база отраслĕ шутланакан компанисем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăна производительность.рф платформăра хăварма юрать. Регионти компетенцисен центрĕн адресĕ: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 12-мĕш «Б» çурт ?«Мой бизнес» центр%.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика