Çивĕч ыйтусем çĕклерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.04.2024, 14:46 Просмотров: 420

Вырăнти влаç органĕсен тĕп тивĕçĕ - халăх ыйтăвĕсене татса парасси, унăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшасси, округра пурăнакансен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕçлесси.

Çак тĕллевсене ума лартса влаç тытăмĕнче тăракансем тăтăшах халăхпа тĕл пулма тăрăшаççĕ, çав шутра социаллă сетьсенче те.

Иртнĕ эрнере Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова «ВКонтакте» социаллă сетьре тÿрĕ эфир ирттерчĕ. Унăн теми: «Вăрнар округĕнчи обществăлла вырăнсене тата картиш территорийĕсене хăтлăх кĕртесси».

Тÿрĕ эфир пуçламăшĕнче Надежда Никандрова пурне те курма, пĕрле тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явма хавас пулнине палăртрĕ. Чи малтанах вăл округра пĕлтĕр пурнăçланнă ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Акă, Пăртасра «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ветерансен ячĕпе çĕкленĕ палăка тата ун тавралли территорие хăтлăх кĕртнĕ. Ку ĕçе пурнăçлама 7,4 млн тенкĕ уйăрнă.

Кăçал Вăрнар поселокĕнче Асăну Скверне хăтлăх кĕртмелле, ку тĕллевпе 9,2 млн тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра та округра онлайн-сасăлав пырать. Унта Вăрнар поселокĕнчи икĕ проект хутшăнать - Севернăй тăкăрлăкри спорт площадки тата поликлиника çумĕнчи территори. Халăх сасăлавĕпе çĕнтернĕ проекта 2025 çулта пурнăçлĕç.

Çавăн пекех Надежда Валериановна пуçаруллă бюджет программипе ирттернĕ ĕçсем çинче те чарăнса тăчĕ. Палăртмалла, кăçал ку программăпа килĕшÿллĕн 23 проекта пурнăçа кĕртме планланă. Ял тăрăхĕсенче çул-йĕр тăвассипе, масар вырăнĕсене, ача-пăча лапамĕсене хăтлăлатассипе, пĕвесене тасатассипе ĕçлемелле.

Тÿрĕ эфира хутшăнакансемпе çыхăну çывăх пулчĕ. Округра пурăнакансенчен тÿрĕ эфирччен те, ун вăхăтĕнче те сахал мар ыйту пулчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ Вăрнар поселокне хăтлăлатассипе çыхăннă. Вăрнарта пурăнакансем çулсене юсасси, çĕнĕрен сарасси пирки, тротуарсем кирли, ача-пăча лапамĕсене тивĕçлĕ тытса тăрасси çинчен çивĕччĕн пĕлтерчĕç. Округ пуçлăхĕ пур ыйтăва та уççăн хуравлама тăрăшрĕ, вĕсене тĕплĕнрех сÿтсе явма тунтикунсерен ирттерекен йышăну кунĕнче хатĕр пулнине палăртрĕ. Надежда Валериановна мĕнпур ыйту çине хурав пулассине каларĕ.

Округ пуçлăхĕ тÿрĕ эфира хутшăнакан кашни çынна тав турĕ. Вăл Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакансемпе яланах хутшăнма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ. Кашнинпе тĕл пулма май килмест, паллах, социаллă сетьсенче вара кирек хăш ыйтăва сÿтсе явма пулать.

Елена АНИСИМОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика