Чăваш хăмлин чапне тавăрма шутлани савăнтарать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2024, 14:21 Просмотров: 205

 «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн кăçалхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнчи номерĕнчи «Симĕс ылтăн» рубрикăра августăн 10-17-мĕшĕсенче Шупашкарта «Раççей симĕс ылтăнĕ» фестивалĕн «хули» ĕçлессине, унта Чăваш енсĕр пуçне тата ултă регион хутшăнасси çинчен пĕлтернĕччĕ.

Çак хыпар чуна хăпартлантарчĕ, мĕншĕн тесен Чăваш ен хăмлин чапĕ иртнĕ ĕмĕрте пуç пулса тăни, Совет Союзĕнче ÿстерекен пĕтĕм хăмлан 90 процентне пирĕн республикăра туса илни, ку енĕпе çĕршывра пĕрремĕш вырăнта тăни, чăваш хăмли пĕтĕм тĕнчипех паллă пулни манăн çамрăк чухнехи çулсене тиврĕ.

Анчах та 1985 çул хыççăн Горбачев тапхăрĕнчи алкогольпе кĕрешес политикăна пула чылай плантацие пĕтернĕрен республикăн хăмла чапĕ те чылай сÿнчĕ. Эпĕ астăвасса, иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче кашни колхозпа совхозăн хăмла плантацийĕсем пурччĕ. Тăван ялта та, Пăртасра, Мичурин ячĕллĕ хуçалăхăн вĕсем пысăк лаптăк йышăнатчĕç, халă вăл вырăнта Молодежная урам ÿссе ларчĕ. Паянхи кун 10-12 шалчаллă хăмла уйрăм хуçалăхсенче кăна тĕл пулать, вăл та пурин пахчинче те мар. Эпĕ хамăн пахчара «симĕс ылтăна» ÿстерме пăрахман-ха, кăçал та 22 шалча лартса хăвартăм. Сăнанă тăрăх, хăмла çурла уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне тулса çитет, ăна татнă кун вара праçник пекех туйăнать, мачча çине типĕтме сарсан ырă шăрши мĕне тăрать.

Хам ача чухнех пĕр хаçатра вулани асра. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн çарсем Германи çĕрĕ çине çитсен пĕр чăваш салтакĕ нимĕçсен сăра завочĕн хуçи патне пырса кĕнине çырнăччĕ. Унăн пÿлĕмĕнче çакăнса тăракан пысăк картта çинче Чăваш АССР тĕлĕнче ăнланмалла мар паллă ÿкерсе хунине курсан:

- Ку мĕне пĕлтерет/ - тесе ыйтнă.

Çакăн хыççăн нимĕç:

- Кунта Совет Союзĕнчи нумай тата техĕмлĕ хăмла ÿстерекен вырăн, - тесе хурав панă.

Чăваш хăмли республика чапне çĕклени пĕррехинче хам хутшăннă куравра пулнинчен те асра. 1988 çулхи кĕркунне мана Чăваш енрен ун чухнехи апат-çимĕç промышленноçĕн министрĕпе Л.И.Вавиловапа пĕрле Мускаври ВДНХ-ра ял хуçалăх продукчĕсен куравĕнче стендист пулма çирĕплетнĕччĕ. Людмила Ивановнана Шупашкара чĕнсе илнĕ хыççăн пĕчченех юлтăм. Пăхатăп, пĕр кунхине грузинсем хăйсен павильонне, СССР Министрсен Канашĕн ун чухнехи ертÿçи Н.И.Рыжков пырас умĕн, виноград туратти çакрĕç. Ман пуçа та: «Мĕншĕн пирĕн те хăмла шерепине çакмалла мар/» - текен шухăш килсе кĕчĕ. Çав ыйтупа Вавилова патне шăнкăравласан тепĕр куннех çăра курланкăллă сип-симĕс хăмла шерепине илсе çитерчĕç. Ун хыççăн куракансен йышĕ Чăваш ен стенчĕ тавра питех те йышланчĕ, мăнтăр хăмла курланкисене хăшĕсем тытса пăхрĕç, теприсем шăршипе киленчĕç, чылайăшĕ фото ÿкерĕнме пуçларĕç. Рыжков та пирĕн стенд умĕнче чарăнса тăчĕ. Çавнашкал мероприятисене тата та нумай хутчен хутшăнма тиврĕ, анчах çак истори уйрăмах асра юлчĕ.

Юлашки çулсенче хăмла отрасльне аталантарассине пысăк вырăна хуни савăнтарать. Ку вăл Çĕрпÿ хулинче 2004 çулта йĕркеленнĕ «Чувашхмельпром» акционерсен ушкăнĕсенчен, вĕсем хăмлана гранулăласа çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене сутнинчен те курăнать.

Çак предприятире республикăри агропромышленность Ветеранĕсен союзĕн ушкăнĕпе пĕрле кăçалхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче манăн та пулса курма тÿр килчĕ. Германире туса кăларнă оборудовани хăмлана гранулăласа 5-шер килограмлă фольгаран тунă вакуумлă михĕсене ярса ятарлă курупккасене тултарнине курни, «Чувашхмельпром» директорĕсен Канашĕн пуçлăхĕпе предприятин генеральнăй директорĕ Геннадий Семеновичпа Нина Александровна Горлановсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пани, малалла та ÿсме хавал пурри пурне те савăнтарчĕ. Çав вăхăтрах туллин ĕçлеме чĕртавар çитменни çинчен пĕлтерни пăшăрхантарчĕ.

Ял хуçалăх министерстви хăмла çине урăхла куçпа пăхма пуçлани, çурла уйăхĕнче Шупашкарта «симĕс ылтăна» халалласа ятарлă фестиваль ирттерме палăртни çак отрасль аталанса ĕлĕкхи шая çитессе шанăç парать.

Геннадий ИВАНОВ

Пăртас

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика