Нумай çул пĕрле - юратупа килĕшÿре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2024, 14:22 Просмотров: 181

Юнашар юратнă çынсем пулни, вĕсен ăшшине туйни, ача-пăча сывă та телейлĕ ÿсни - унтан хакли мĕн пултăр. Пысăк укçа-тенкĕ, «çÿллĕ» должноç, чаплă кил-çурт та пĕлтерĕшлĕ мар, çемье вăл - чăн пуянлăх. Кунсерен пĕр-пĕринчен тытăнса, çынсене ырă туса пурăнакан, ачисене юратупа килĕшÿре ÿстерекен мăшăрсем ку чăнлăха хăйсен тĕслĕхĕпе яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Пирĕн округра та сахал мар çирĕп те телейлĕ çемьесем. Кун-çул тăршшĕпе ырри те, хурлăхли витĕр те пĕрле алла-аллăн тытăнса тухнăран ĕнтĕ вуншар çултан та юратупа шанчăклăха, чун-чĕресен çамрăклăхне çухатман вĕсем, ачисене те тĕрĕс тĕслĕх кăтартма пултарнă.

Кăçал та, ырă йăлана малалла тăсса, мухтавлă çемьесен ячĕпе округра илемлĕ уяв иртрĕ. ЗАГС пайĕн пултаруллă ĕçченĕсем тăрăшнипе Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕ чыслава тивĕçлĕ мăшăрсемшĕн чылайлăх асра юлĕ.

Кам шухăша кайман пулĕ: мĕнле туптанать-ха çемье телейĕ/ «Çакна валли питĕ нумай пархатарлăх кирлĕ: юрату, çепĕçлĕх, уçă чун-чĕре, ăнлану, çынлăх, пулăшма хатĕрри... - ку рете татах та татах тăсма пулать. Çакăнпа пĕрлех чунра ĕненÿ пурри, Çÿлти Турă пилĕсене асра тытса пурăнни те ăнăçлăх кÿрет», - хуравларĕ яланхи ыйтăва Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей, пурне те Петрпа Феврония çветтуйсене халалланă праçникпе саламласа.

Уявăн тĕп хăнисем пулнă çемьесен вара Александр атте асăннă пархатарлăхсем чăннипех иксĕлми. Ахальтен мар вĕсем сумлă наградăна - «Юратупа шанчăклăхшăн» медале - тивĕçнĕ. Унпа 25 çултан кая мар мăшăрланура тăракансене, çемье çирĕплĕхĕпе палăрнисене тата ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернисене чыслаççĕ.

Нина Гавриловнапа Георгий Мефодьевич Рябчиковсене пурте пухăнса туслă йышпа саламлама килнинченех курăнать: ку çемьере тĕрлĕ ăру хушшинче килĕшÿпе ăнлану, юратупа телей хуçаланаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем ашшĕ-амăшне, кукаçи-аслашшĕпе кукамăшĕ-асламăшне тивĕçлипе хисеплеççĕ, пурнăç панăшăн, паянхи кун та хăйсемшĕн ăшталаннăшăн тав тăваççĕ. Сăмах май, 5 ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем. Нина Гавриловнана 2 степень «Амăшлĕх» медалĕпе наградăланă.

Каламалла, Рябчиковсемшĕн ку çул уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, юбилейлă. Çитес уйăхра Рункăри ятлă-сумлă мăшăр изумруд туя паллă тăвĕ - хут уйăрттарса пĕрлехи кун-çул страницисене çырма пуçланăранпа шăп та лăп 55 çул çитет.

Георгий Мефодьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕ çул - 1945-мĕшĕнче - çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, вăрçă участникĕ, аманса таврăннă, суранĕсем ăна йывăр ĕçре тăрăшма паман. Çавăнпах ĕнтĕ Георгийĕн ачалăх мĕнне пĕлмесĕрех аслисемпе тан вăй хума тивнĕ. Колхоз валли вутă хатĕрлемелле-и, фермăра пăрусем ÿстермелле е килти карта тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла-и - арçын ача яланах амăшне пулăшса пынă. Çавăнпах-и, тен, профессине те вăл ял хуçалăхĕпе çыхăннине суйласа илнĕ. Шкул пĕтерсен Георгий Мефодьевич ветфельдшера вĕренсе тухнă, тивĕçлĕ канăва тухичченех «Победа» колхозра ветеринарта ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕх сывлăхне асăрхассипе нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн «Тăххăрмĕш пятилетка ударникĕ» паллăна тата «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Нина Гавриловна та вăрçă участникĕн нумай ачаллă çемйинчен. Шкул çулĕсенчех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер, вăл Свердловскри педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Анчах алла диплом илсен аякра юлас темен, тăван ялах таврăннă. Икĕ çул Канаш районĕнчи, ун хыççăн мĕн пенсичченех Хирпуçĕнчи вăтам шкулта çамрăк ăрăва математика ăслăлăхне уçса парас енĕпе тăрăшнă. Вĕрентÿ ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсене чылай наградăпа палăртнă, çав шутра Нина Гавриловна - СССР халăх çутĕç отличникĕ те. Апла пулин те педагогика ветеранĕ ĕçтешĕсен тата ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен хисепĕ хăйĕн ĕçĕн чи пысăк хаклавĕ тет.

Уйкас Кипекри Шоркинсем вара хăйсен шăпине çыракан тĕп утăма 1973 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче тунă. Çак кунтанпа 50 çул ытла Николай Константиновичпа Юлия Ивановна кашни çĕнĕ кунпа савăнса, йывăрлăхсене те пĕрле çĕнтерсе пурнăç çулĕпе уйрăлми утаççĕ. Икĕ хĕр мăшăрăн, халĕ мăнукне тĕрĕс-тĕкел ÿстерме пулăшаççĕ.

Николай Константиновичăн кăмăл çирĕплĕхĕпе ĕçченлĕхĕ мĕн ачаран пырать. Асли пулнă май пĕчĕкрен кил-хуçалăхри çăмăл мар тивĕçсене хăй çине илнĕ вăл. Ĕç-хĕл стажĕ те çамрăклах - 15 çултанах - çырăннă. Арçын ача «Звезда» хуçалăхра колхозникре вăй хума тытăннă. Карагандари механизаци училищине пĕтерсен вара тăван колхозрах трактор рулĕ умне ларнă, уй-хир ĕçĕсенче çулсеренех пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Çавăнпах «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Юлия Ивановнан та, вăрçă участникĕн хĕрĕн, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килнĕ тееймĕн. Ашшĕне суранĕсем хытах аптратнă, амăшĕ кунне-çĕрне пĕлмесĕр колхозра тар тăкнă. Пулас мăшăрĕ пекех Юльăн та ĕç кĕнекинчи пĕрремĕш записьсем ?«Звезда» колхозăн колхозници тени% 15 çултан тытăнаççĕ. Каярахпа маттур хĕр Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче профессиллĕ пĕлÿ илнĕ, тăван колхозрах бухгалтер, тĕп бухгалтерăн яваплă тивĕçĕсене пурнăçланă. Унăн опычĕпе паллашма, унран вĕренме бухгалтерсем кÿршĕри хуçалăхсенчен çеç мар, ытти районсенчен те тăтăш килсе çÿренĕ. Хастарлăхне кура хуçалăх тилхепине тытса пыма та шаннă ăна. Мĕнле вăхăт çитернĕ тÿлĕк, обществăлла ĕçсенчен те юлман. Уйкас Кипек поселенийĕн Пухăвĕн тата икĕ хутчен район Пухăвĕн депутачĕсене суйланнăскер, тăван тăрăх, район пурнăçне активлă хутшăннă. Вăл та мăшăрĕ пекех Ĕç ветеранĕ.

Паян Шоркинсем тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ларса канма пĕлмеççĕ вĕсем: кунĕ кил-тĕрĕшре аппалансах иртет. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупаççĕ: Юлия Ивановна, акă, пахча тулли хÿхĕм чечексем ÿстерет, хĕлле çитсенех алла çип тытать, илемлĕ япаласем çыхать. Тепĕр кăсăклăх пур унăн: тĕлĕнмелле те, Юлия Ивановна - опытлă пулăçă. Николай Константинович вара мăнукĕшĕн кукаçи кăна мар, çывăх тусĕ те. Час-часах шашка-шахмат вăййисенче ăмăртаççĕ вĕсем, вĕренÿре те пулăшса пырать мăнукне юратнă кукашшĕ.

«Килте телейлĕ çын, пурнăçра та телейлĕ», - çапла çирĕплетеççĕ Хапăсри Александровсем. Ун чухнехи çамрăксем, Константин Александровичпа Елизавета Павловна, 1973 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнче çемье вучахне çавăрнă, çак самантран савăнăçĕ-телейĕ те, хурлăх куççулĕ те çурмалла вĕсен. Пĕрлехи пурнăçĕнчи тĕп çитĕнĕвĕ ывăлĕпе хĕрĕ тата тăватă мăнукĕ тет хисеплĕ мăшăр. Вĕсем ăслă-тăнлă пулнишĕн, обществăра халĕ тивĕçлĕ вырăн йышăннишĕн чунтан хĕпĕртеççĕ çывăх çыннисем.

Константин Александровичпа Елизавета Павловна иккĕшĕ те хăйсен ĕç-хĕлĕпе район сумне çĕкленĕ хастарсем. Çемье пуçĕ, акă, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех çĕр çинче, ÿсентăран культурисене тухăçлă çитĕнтерессипе, пĕтĕм пĕлĕвĕпе вăй-халне хывса тăрăшнă. Малтанах - Чапаев ячĕллĕ колхозра, вăл аркансан - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн хушма хуçалăхĕнче агрономра.

Елизавета Павловна вара районта кăна мар, ун тулашĕнче те ят-сум çĕнсе илнĕ, «Аслă учитель», «СССР халăх çутĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ педагог.

Вĕрентÿ тытăмĕнчи çул-йĕрне çамрăк хĕр пионервожатăйĕнчен пуçланă. Арзамасри педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вуншар çул - Хапăсри шкулăн кĕçĕн классен учителĕ. Çак вăрăм тапхăрта кĕçĕннисен миçе ушкăнĕшĕн пĕлÿ тĕнчин «алăкĕсене» уçман-ши вăл. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен, ĕçтешĕсен чĕрисенче чăннипех те ăшă та ырă туйăмсем хăварнă пултаруллă учитель. Хăйĕн воспитанникĕсене вулама-çырма, шутлама вĕрентнипе çырлахман вăл, кашниннех чи лайăх пахалăхĕсене, таланчĕсене аталантарассине малти вырăна кăларнă. Хăй пĕлÿ панă ачасенчен вĕрентекен çулне малалла тăсакансем сахал мар. Нумайăшĕ халĕ - шкулсенче тата вузсенче преподавательсем.

Çирĕплетсех калама пултаратпăр, Александровсем çемье хаклăхĕсене упранипе, хăйсен чылай çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе - паянхи çамрăксемшĕн ырă та тĕрĕс тĕслĕх.

Çакăн пек тĕрлĕ енлĕ, анчах çемье çирĕплĕхĕпе, хастарлăхĕпе пĕрешкел мăшăрсене чысларĕç уяв кунĕнче. «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе вĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев тата Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова наградăларĕç. Саламлă сăмахсемпе пĕрлех сумлă хăнасем ку çемьесем округ мăнаçлăхĕ пулнине, вĕсемпе мухтаннине, вĕсенчен хăйсем вĕренсе пынине палăртрĕç.

Ачи-пăчипе мăнукĕсем те чыслава тивĕçнĕ мăшăрсемпе уявра юнашар пулчĕç, тав сăмахĕсемпе, илемлĕ чечек çыххисемпе, ăшă ытамсемпе савăнтарчĕç.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика