Хурăнсур Çармăс - 345 çулта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2024, 14:24 Просмотров: 161

Ял кунне паллă тăвасси чылай çĕрте йăлана çаврăнчĕ. Уявсенче халăхăн чун хавалĕ витĕр курăнать.

Акă, нумаях пулмасть Çĕрпел территори пайĕнче пурăнакансем те сумлă уява пухăннă. Хурăнсур Çармăс ялĕ 345 çул çитнине анлăн паллă тунă. Пысăк уява тĕрлĕ çĕртен ятлă-сумлă хăнасем çитнĕ, вĕсем хушшинче ку тăрăхра çуралса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче тĕпленнисем те. Тăван ен чĕнĕвĕ илĕртнипе вĕсем çуралнă ялăн юбилейне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килнĕ.

Праçник ячĕпе ял-йыша округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе тимлекен Управлени пуçлăхĕ Владимир Малицкий, «Янгорчино» хуçалăх ертÿçи тата округ депутачĕ Геннадий Романов, «Хорнзор» ЯХПК председателĕ Михаил Максимов, ытти хăнасем саламланă, яла малалла сулмаклă утăмсемпе аталанма суннă. Çулсем хыçала юлсан та ял малашлăхĕ пур тесе кашнин çирĕплетсе калама май пултăрччĕ.

Ял уявĕнче çирĕп çемьесем, нумай ачаллă амăшĕсем, Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданĕсене çитĕнтернĕ маттур çынсем те чыса тивĕçнĕ. Акă, Марина Тихонован икĕ ывăлĕ те ятарлă çар операцине хутшăнать. Луиза Яковлеван ывăлĕпе Татьяна Григорьеван мăшăрĕ те мирлĕ халăхсен пурнăçне неонацистсенчен хÿтĕлеççĕ.

Ялти сумлă ватăсем - Василий Мефодьевич Мефодьев, Павел Антонович Антонов - ырă ятра. Тыл ĕçченĕсем иккĕшĕ те тăхăрвунă çултан иртнĕ. Вĕсем те чыса тивĕçнĕ.

Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар, теççĕ. Каламалла, чи нумай çул пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл пурăнакансем те Галинăпа Василий Мефодьевсем хисепре пулнă. Вĕсене малалла та пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса, тĕрлĕ тумхахсене çĕнтерсе пыма çирĕп сывлăх суннă.

Хурăнсур Çармăсри «Тарават» эстрада ушкăнĕ куракансене пултарулăх номерĕсем кăтартса савăнтарнă. Пĕр мăшăр Ольгăпа Михаил Кузьминсем те сцена çине тухса ентешĕсене илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарса саламланă. Евгений Кудрявцев юрланине те халăх тăвăллăн алă çупса йышăннă.

Кÿршĕри округсенчи коллективсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Канаш енчи «Татмăш», «Туслăх», Элĕкри «Валинкке» фольклор ушкăнĕсем, чăваш эстрада артисчĕсем пурне те лайăх кăмăл-туйăм парнеленĕ, юрă-ташăпа савăнтарнă.

Уяв концерчĕн кăсăклă репертуарĕ пурне те килĕшнĕ. Праçникĕн хаваслă шавĕ 5-6 сехет илтĕннĕ, иртен-çÿрене пырса курма илĕртнĕ.

Палăртса хăвармалла, ял уявĕ çÿллĕ шайра ирттĕр тесе Михаил Кузьмин нумай тăрăшнă. Праçникчен хастарсемпе Çĕнтерÿ паркне тирпей-илем кĕртнĕ. Кун йышши мероприятисене ирттерме, паллах ĕнтĕ, çăмăл мар. Йĕркелÿпе çыхăннă ĕçсем те питĕ нумай. Михаил Кузьмина тăрăшулăхшăн Вăрнар округĕн администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă. Хисепе творчество коллективĕсем те тивĕçнĕ.

Пĕрлехи вăй ту куçарать тенĕ. Уявăн спонсорĕсен хастарлăхне палăртмалла. Вĕсем - Михаил Максимов, Сергей Шашков, Валерий Михайлов, Оксана Филиппова...

Праçникре спортпа туслисен те тунсăхлама тивмен. Ял стадионĕнче спорт вăййисем иртнĕ. Мини-футболра чи маттурри хурăнсур-çармăссем пулнă, волейбол вăййинче - канашсем.

Ача-пăча аттракционĕсем шăпăрлансене илĕртнĕ, Калинино райповĕн суту-илÿ точкисем ĕçленĕ. Техĕмлĕ шÿрпене, ытти тутлă апат-çимĕçе кашниех тутанма пултарнă.

Çитĕнекен ăрушăн ял уявĕ ирттерни кăтартуллă. Ачасем, яш-кĕрĕмпе хĕрупраç йăх-несĕл, йăла-йĕрке çинчен тĕплĕн пĕлеççĕ.

«Маттурсем пуртан уяв чăннипех хаваслă та асра юлмалла иртрĕ», - пĕлтерчĕç Хурăнсур Çармăс ялĕн хастарĕсем.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика