Чи усăллă продуктсенчен пĕри - сĕт. Авалтанах ăна сиплев тĕллевĕпе усă курнă. Çак паха продукта «сывлăх çăлкуçĕ» тата «шурă юн» тесе каланă.
Палăртмалла, сĕтре мĕнпур кирлĕ вещество - белок, çу, углевод - пур. Пурте вĕсем организмра лайăх шăранаççĕ. Çавăн пекех сĕт нумай ферментпа, витаминсемпе, минерал веществисемпе пуян. Çакна та шута илмелле - сĕт хăвăрт пăсăлакан продукт, унта тĕрлĕ микроэлементсем ĕрчеме пултараççĕ. Асра тытмалла: ветеринари саккунĕпе килĕшÿллĕн çĕпĕр язвипе, урнипе, чумапа тата ыттипе чирлĕ ĕнесен сĕтне апатра усă курмалла мар. Енчен те ĕне выльăх бруцеллезпа, туберкулезпа, маститпа аптрать пулсан сĕте пăшăхламалла ?вĕретмелле, пастеризацилемелле тата ыт. те%.
Ветеринарипе санитари экспертизи витĕр тухнă продукцие кăна рынокра сутма юрать. Пахалăхсăр сĕте асăрхасан ăна кил хуçи умĕнчех тĕп тăваççĕ. Фальсификациленĕ сĕте кофе суррогачĕпе хутăштараççĕ. Кун пек тĕслĕхре продукци сутма ирĕк паракан удостоверение ?ветсправкăна% каялла илеççĕ. Икĕ экземплярпа акт хатĕрлеççĕ, пĕрне округри тĕп ветеринари тухтăрне ярса параççĕ.
Ĕне сĕтне сутма юраман чарусем тата пур. Акă вĕсем:
- Пăруланă хыççăн малтанхи 7 кунĕнче тата пăрулас умĕн эрне маларах*
- Хими веществисем пулсан*
- Рынока сĕте ткань материалĕсенчен, цинкран тунă тата таса мар савăт-сапапа илсе килсен*
- Крахмал, шыв, ытти хутăша хушсан, çу шайĕ пĕчĕк пулсан.
Каласа хăвармалла, рынока илсе килнĕ сĕте тĕрлĕ енчен тĕрĕслеççĕ: тасалăха, çăралăха, йÿçеклĕхе, çупа белокăн, микроорганизмсен пĕтĕмĕшле хисепне, соматика клеткисен йышне палăртаççĕ.
Сĕт пробине сунă хыççăн 1 сехет иртсен тĕрĕслеме илеççĕ. Продукци сутакан кил хуçисен ерекен чирсем тĕлĕшпе хуçалăхра лару-тăру лăпкă пулнине, çĕпĕр язвинчен прививка тунине çирĕплетекен, туберкулезран, бруцеллезран, маститран хăçан тĕпчевсем ирттернине кăтартакан справка пулмалла. Уйрăм поставщиксен вара санитари кĕнеки те, çÿлерех асăннă справка та кирлĕ. Асилтеретĕп, справка вăхăчĕ пĕр уйăхран тухать.
Паллах, продукцие сĕт павильонĕсенче е ятарласа уйăрнă вырăнсенче сутмалла. Çавăн пекех суту-илĕвĕн санитари правилисене пăхăнмалла, продукци савăчĕ çинче ветэкспертиза этикетки пулмалла.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе округри килти хушма хуçалăхсенче мĕнле тăрăшаççĕ-ха/ 3944 пуç ĕне тытни паллă. Малтанхи çулхинчен 10 пуç ытларах. Экспресс-тĕпчев мелĕпе 2485 сĕт пробине тĕрĕсленĕ, 2449-шĕ мĕнпур кăтартăва пăхăнать. Çав шутра 36 сĕт проби çу, белок, çăралăх енĕпе нормăна пăхăнман тата хăшпĕрисем шыв хушни палăрнă.
Леонид ПРОКОПЬЕВ,
Вăрнар округĕнчи
ветеринарипе санитари
экспертизин лабораторийĕн заведующийĕ
Ноябрь 2024 |