Çулсем иртсен те асран тухмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.08.2024, 15:03 Просмотров: 86

Эпир Вăрнарти 29-мĕш училищĕрен вĕренсе тух-нăранпа кăçал 35 çул çитрĕ. Çак датăна халалласа пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе тĕл-пулăва пухăнтăмăр.

Училищĕре вĕреннĕ виçĕ çул асран нихăçан та тухмасть. Пахчаçимĕç ăсти профессине суйласа илнĕшĕн ÿкĕнместпĕр. Хамăр пахчасенче, дачăсенче хăяр, помидор, улма-çырла, чечексем хавхаланса ÿстеретпĕр.

Чи хаваслă та интереслĕ вăхăт - студент пурнăçĕ. Эпир общежитинче 20-ĕн пĕр пÿлĕмре пурăнаттăмăр, черетпе урай çăваттăмăр, пурте пĕрле апат çиме столовăйне каяттăмăр. Ирхине вара зарядкăна илсе тухатчĕç, хăшĕсем тухас килменнипе кам шкафа кĕрсе хупăнса ларатчĕç, кравать айне пытанакансем те пурччĕ. Халĕ аса илетпĕр те - кулăшла. Училищĕре ушкăнсем пĕр-пĕринпе ăмăртатчĕç. Пирĕн те малтисен хушшинче пулас килетчĕ. Тĕрлĕрен конкурссене, кружоксене çÿреме тăрăшаттăмăр. Адольф Васильевич Робенгольд ертсе пыракан кружока ташлама, юрлама хаваспах васкаттăмăр. Ялсем тăрăх концертсемпе çÿренĕ, фестивальсене хутшăннă. Фуфайка-халат тăхăнса практикăна учхоза ирсерен сахал мар утнă. Март уйăхĕнчен пуçласа кĕркунне вĕçленичченех унта вăй хунă. Калчасене вăрласран хурал та тăнă.

Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн эпир направленипе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне салантăмăр. Профессийĕсем те кашнин тĕрлĕрен. Совхозсем арканса кайнă пирки Чулхула облаçĕнчи «Ждановский» совхозра 15 çул ĕçленĕ хыççăн Таня Камбулова хăй лавкка уçнă, предприниматель шутланать. Галя Долговапа Таня Васильева Семашко ячĕллĕ больницăра ĕçлеççĕ. Алена Харькова та хăйне килĕшекен ĕç тупнă. Эльвира Тимофеевапа Лилия Кириллова Доскино совхозĕнче ĕçленĕ хыççăн Чулхула автозаводне куçнă. Эльвира заводăн Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçнĕ. Дина Семенова тăван ялĕнче, Йĕпреç округĕнче, фермерта тăрăшать, выльăх нумай усрать, СВО валли сетка çыхма çÿрет. Света Иванова интереслĕ ăратлă йытăсем, кăвакарчăнсем усрать. Лена Павлова Канашри медучилищĕре вĕреннĕ, халĕ Канашри тĕп больницăра медсестрара ĕçлет. Фаина Ивановапа Лена Прохорова Красноармейскинчи атă-пушмак фабрикинче вăй хураççĕ. Лена Васильева Шупашкарта фабрикăра ĕçлет. Лариса Дмитриева Вăрнар халăхне таса та пахалăхлă шывпа тивĕçтернĕ çĕрте лаборант пулса тăрăшать. Унăн сад-пахчинче 100 ытла тĕрлĕ тĕслĕ чечек ешерет. Ирина Васильева тĕлпулăва Самара хулинчен хăйĕн машинипе парнесемпе вĕçтерсе çитрĕ. Вăл уйрăм предприниматель, лавкка тытса тăрать. Оля Степановапа Ирина Павлова Мускавра «Белая дача» хуçалăхра вăй хураççĕ. Ирина Махалова машинăсене пĕр чăрмавсăр чупма такăр çул тăвакан автодорта ĕçлет.

Пĕр сăмахпа каласан - пурте хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, маттурсем.

Тĕлпулура ушкăн ертÿçи Николай Федотович Афанасьев саламласа çапла каларĕ: «Нихăçан та шутламан 35 çул иртсен сирĕнпе тĕл пулăпăр тесе. Эсир пире манса кайманшăн эпир савăнатпăр».

Мĕнле манса кайăн-ха, пирĕнпе Зоя Ильинична Кузнецова мастер практикăсенче талăкра 24 сехет пĕрле пулнине! Пирĕншĕн вăл анне те, врач та, вĕрентекен те пулнă. Пирĕнтен кашниех хăйне майлă, тĕрлĕ характерлă пулнă. Пурне те пĕр ывăçа пуçтарма çăмăл пулман, çулсем иртнĕ май çакна питĕ лайăх ăнланатпăр.

Пире вĕрентнĕ преподавательсене чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнланман самантсемшĕн каçару ыйтатпăр. Училище халĕ техникум пулсан та, пире алăк уçса кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Ăшă тĕлпулу пирĕн кăмăла çĕклерĕ. Вăл юлашки пулмасса шанса пысăк ĕмĕтсемпе уйрăлтăмăр.

Вăрнарти училищĕре

1986-1989 çулсенче 31-мĕш ушкăнра вĕреннисем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика