Ачасем тимлĕхре пулччăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.09.2024, 15:14 Просмотров: 242

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина профилактикин тĕп специалисчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Лариса Валерьевна Агеева ачана пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарни унăн малашлăхне мĕнле витĕм кÿнине каласа кăтартрĕ.

Сывлăх - пурнăçри тĕп хаклăх. Ăна пула эпир пур енлĕн аталанса тĕрлĕ ÿсĕм-çитĕнÿсем патне ăнтăлма пултаратпăр. Çавăнпа та ăна мĕн пĕчĕкренех упрамалла. Шăпах çак тапхăрта ÿт-пÿ, психика тата социаллă сывлăх никĕсĕ хывăнать.

Шайлашуллă апат-çимĕç çини ачасен ÿсĕмĕпе аталанăвĕнче тĕп вырăн йышăнать. Рационта улма-çырлапа пахчаçимĕç пулмалла. Вĕсем витаминсемпе минералсен тĕп çăлкуçĕ. Мышцăсен йывăрăшне ÿстерме аш-пăш, пулă, пăрçа йышши ÿсентăрансем пулăшаççĕ. Çирĕп шăмăсем валли сĕт-турăх продукчĕсене ытларах çимелле.

Ÿт-пĕве тăтăшах пиçĕхтерни, физкультура туни чĕрепе юн тымар системине çирĕплетме, координацине лайăхлатма тата мышцăсене аталантарма пулăшать. Спорт секцийĕсене çÿрени, уçă сывлăшри куçăмлă вăйăсем, ташлани тата ытти активлă хоббисем кăмăл-туйăма çĕклеççĕ, организма ырă витĕм кÿреççĕ.

Психика сывлăхĕ - сывă пурнăç йĕркин тĕп никĕсĕ. Ашшĕ-амăшĕпе педагогсен хÿтĕлевне туйни ачасене стрессене лăпкăрах ирттерсе яма пулăшать. Ачасемпе вĕсене канăçсăрлантаракан, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явмалла. Хирĕçÿллĕ ситуацисене татса пама вĕрентмелле. Вĕсем аслисене шанма пултарччăр.

Тăтăшах медицина тишкерĕвĕсем витĕр тухни, вакцинаци тата гигиена нормисене пăхăнни чылай чир-чĕре асăрхаттарать. Ашшĕ-амăшĕн прививкăсене вăхăтра тутарнине асăрхамалла, ачисене харпăр-хăй гигиена правилисене вĕрентмелле, чир-чĕрĕн пĕрремĕш палăрăмĕсем хыççăнах врач патне каймалла.

Хальхи технологисем çĕнĕ информаципе хăнăхусене хăвăрт ăса хывма пулăшаççĕ. Ачасем интернет уçлăхĕнче хăйсене мĕнле тытни ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕнче. Çавăнпа та ача гаджет умĕнче мĕн чухлĕ вăхăт ирттерни, интернетра мĕнле материалсем пăхни çирĕп асăрхавра пулмалла.

Ачасен сывлăхне упрасси - комплекслă процесс. Вăл ашшĕ-амăшĕн те, педагогсемпе обществăн та тимлĕхĕнче пулмалла.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса ÿт-пĕве пиçĕхтерни, психикăна упрани ачасене телейлĕ те пуренлĕ аталанса ÿсме пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика