Медицина учрежденийĕсенче цифра технологийĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Вăрнар тĕп больницин тухтăрĕсем кунсеренех Чăваш ен Сывлăх министерствин тĕп специалисчĕсемпе кардиологи, нейрохирурги, онкологи, пульмонологи, травматологи, ортопеди, гинекологи, чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕ, педиатри, хирурги енĕпе канашлаççĕ.
Ăста тухтăрсен консультацийĕ пациентсен сывлăхĕ хăрушлăхра чухне питĕ кирлĕ. Канашланă вăхăтра республика больницине куçарас е куçарас мар ыйтăва татса параççĕ.
Вăрнар тĕп больницин врачĕсемпе фельдшерĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, тĕрлĕ чир-чĕр енĕпе 7 уйăхра 700 ытла дистанци консультацийĕ иртнĕ. 256 пациент телемедицинăна пула хушма тĕрĕслевсем витĕр тухса республикăри больницăсенче пысăк технологиллĕ сиплев илнĕ.
- Округ центрĕнчен аяккарах вырнаçнă ялсенче пурăнакансем пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвне яланах вăхăтра илеймеççĕ. Çавăнпа та ялти сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн тухăçлăхне ÿстерме медицина технологийĕсене аталантарни пулăшать. Пĕрлехи информаци тытăмне ĕçе кĕртессипе çыхăннă регион проектне пула Вăрнар больницинче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн никĕсĕ çинче врачсемпе фельдшерсем пурте регионти телемедицина информаци тытăмĕ урлă «тухтăр - тухтăр» енĕпе телемедицина консультацийĕсене ирттерме пултараççĕ, - палăртнă тĕп врач Сергей Илюткин.
«Ку пациентсен вăй-халĕпе укçи-тенкине перекетлет, вĕсен сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварас енĕпе тĕрĕс утăмсем тума пулăшать, - тет анестезиологипе реаниматологи уйрăмĕн заведующийĕ Игорь Курбатов. - Çĕнĕ технологи чăнах та медицина пахалăхне тата унпа усă курма май пуррине ÿстерме пулăшать».
Пĕр пациент пĕлтернĕ тăрăх, ăна темиçе çул каялла шалкăм çапнă. Кăçал ĕçленĕ чухне кăкăрĕ енчен ыратнипе аптранă. Пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕн тухтăрĕ пациента кардиодиспансерти кардиологăн телемедицина консультацине чĕннĕ. Тухтăр онлайн йĕркепе ирттернĕ калаçу вăхăтĕнче ЭКГ даннăйĕсене тишкернĕ, чирлĕ çынран сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлнĕ хыççăн ăна пысăк технологиллĕ пулăшу кирлине палăртнă.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |