Çар пиçĕхтернĕ, тĕллеве çирĕплетнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 26.05.2018, 09:34 Просмотров: 407

Кашни çын ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать, мĕн палăртнине çине тăрсах пурнăçа кĕртме тăрăшать. Шанăç пур-тăк, малашлăх та çутă. Пуçа çеç усмалла мар, ытти вара йăлтах хăвăнтан килет. Çакна Пуканкассинчи Николай Макаров лайăх ăнланать, çавăнпа кашни çутă куна туллин ирттерет.

Илемлĕ вырăнта – Пуканкассинче çуралнă вăл. Шкул çулĕсене çитсен тăван тавралăх сипетлĕхĕ малалла ăнтăлма вăй парса тăнă. Ярмушка шкулне тарăн пĕлÿ илес тĕллевпе кашни кун утнă.

– Историпе географи кружокĕсене питĕ килĕштереттĕм. Çавăн пекех физкультурăна та юратнă. Уроксем вĕçленсен нихăçан та киле кайма васкаман, спорт секцине юлнă. Хĕлле куллен тенĕ пек йĕлтĕрпе чупнă, çулла вара футболла вылянă. Мана, йăрăскерне, йĕлтĕрпе чупассипе районти тĕрлĕ ăмăртусене час-часах илсе каятчĕç. Уйрăм йĕлтĕрçĕсем хушшинче виççĕмĕш е тăваттăмĕш вырăн йышăннине лайăх астăватăп. Пирĕн вăхăтра ялсенче спортпа туслă ачасем нумайччĕ, çавăнпа ăмăртусенче мала тухма çăмăл марччĕ. Футбол командипе те тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Ÿсерехпе тăван хуçалăхшăн та вылянă. Пĕр çулхине район чысне Улатăр хулинче хÿтĕлерĕмĕр. Эпир пушă вăхăта чăннипех те усăллă ирттернĕ, çапла майпа кăмăл-туйăма пиçĕхтернĕ, – каласа парать Николай Леонидович.

Унăн 10 класс пĕтерсен спорт енĕпе вĕренме шухăш-ĕмĕт те пулнă, анчах ашшĕ чирлени ура хунă, çавăнпа аякка кайма шутламан, Калининăри училищĕне вĕренме кĕнĕ. Кунта тракторист-машинист профессине алла илнĕ.

– Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче кашни каччăн чун-чĕринче патриотизм туйăмĕ вăйлă хуçаланатчĕ. Шкул пĕтернĕ ялти кашни çамрăк Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕрччĕ. Манăн та, ыттисем пекех, салтака каяс килнĕ. Призыв комиссийĕ витĕр ăнăçлă тухсан шутсăр хĕпĕртерĕм. Нумай та вăхăт иртмерĕ, алла повестка тыттарчĕç, хыççăнах çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама тухса кайрăм, – калаçăва тăсрĕ Н.Макаров.

Сывлăх енчен çирĕп çамрăк Кавказ тăрăхĕнчи погранçара лекнĕ. Малтанах Анапа хулинче радиотелеграфиста вунă уйăх вĕренме тивнĕ. Салтаксен дисциплинăна пăсма юраман, занятисенче кăна мар, спортра та пиçĕхнĕ. Пĕр сăмахпа, каччă хăйне пуренлĕн туптанă: хул-çурăма та тĕреклетнĕ, ăс-хакăла та пуянлатнă. Вунă уйăхран Хура тинĕс хĕрринче тăракан хурал карапĕсен бригадине лекнĕ.

– Пограничниксен пысăк хăвăртлăхлă катерĕпе тинĕсе 15–20 кунлăха тухса каяттăмăр. Эпĕ радиотелеграфист тивĕçне пурнăçланă. Çавна май çарсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе тăнă. Катер çинче дежурствăра тăватă сехет пулаттăмăр, хыççăн çавăн чухлĕ вăхăт канаттăмăр. Апат çиеттĕмĕр е çывăрса илеттĕмĕр. Спортран та уйрăлман. Вахта вĕçленсен кăна çыран хĕрне тухаттăмăр, унччен пĕр вĕçĕмсĕр тинĕсре çÿренĕ, – иртнине аса илчĕ Николай Леонидович.  

Çур çултан ăна Каспи тинĕсне куçарнă. Кунта та катертан уйрăлман. Экипаж вăтăр çынран тăнă. Пограничниксем хăйсен тивĕçне уставпа тата ятарлă саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланă. Тинĕсре вăрттăн майпа пулă тытакансене хирĕç те кĕрешме тивнĕ.

– Эпĕ салтакра чухне атте те, анне те пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕç. Иккĕшне пытарма та вунă кунлăха отпуска килтĕм. Хыççăн каллех – çара. Виçĕ çул службăра пултăм. Вăрттăнлăха нумай пĕлнĕ, анчах никама та пĕлтерме юраман. Пирĕншĕн патшалăх чиккин сыхлăхне тивĕçтересси тата тинĕс кордонĕсене сыхласси тĕп тĕллев пулнă, – пĕлтерчĕ пограничник-ветеран.

Служба тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăшăн, çирĕп дисциплинăшăн Николай Макаров I тата II степень «Пограничник çарĕсен отличникĕ» палла, «Тинĕс çар флочĕн отличникĕ» ята илме пултарнă. Вăл 1-мĕш класлă специалист пулса тăнă. Уйрăм командирне çитнĕ. Старшина званине тивĕçнĕ.

Салтакран тăван кĕтесе таврăнсан ашшĕпе амăшĕн килне хупасран ялтах юлнă, «Гвардеец» хуçалăха тракториста вырнаçнă. Çамрăкăн тĕрлĕ ĕç пурнăçлама тивнĕ: çулла уй-хиртен, хĕлле вăрмантан татăлман. Хусах пурнăç йăлăхтарнăран çулталăкран Элĕк районĕнчи Карачурари Алевтинăна качча илнĕ. Вăл та колхозра ĕçлеме пуçланă. Мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Халĕ пурте ÿссе çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Иккĕшĕ çемьеллĕ, пĕри çеç хальлĕхе качча кайман. Мăнуксем те пур.      

Николай Макаров колхоз аркансан трактор туяннă. Юлташĕсемпе пĕрле çĕрпе ĕçлеме пуçланă. Улттăн пĕрле 37 гектар çинче тырпул çитĕнтереççĕ, çавăн пекех нумай çул ÿсекен курăка çулса выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ушкăнăн комбайн та, тĕрлĕ агрегатсем те пур.

Николай Леонидович çиччĕмĕш çул Ярмушкари пушар хуралĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ вара тивĕçлĕ канура. Макаровсем килти хуçалăхра икĕ ĕне тата вăкăрсем тытаççĕ. Кроликсем йышлă усраççĕ. Вĕсемшĕн ĕç ялан малта тăрать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика