Ял хуçалăх министерстви çемье фермисене тата агросекторти стартапсене пулăшмалли грант виçине ÿстерме сĕннĕ. Хальлĕхе пуçарăва тишкереççĕ-ха.
Çемье фермине «Сĕтшĕн тата аш-какайшăн усракан мăйракаллă шултра выльăх» енĕпе аталанмалли гранта 15-рен 18 миллион тенкĕ таран ÿстерме сĕннĕ. Выльăх ĕрчетес тата пахчаçимĕç туса илес енĕпе ĕçлекенсем валли - 7-рен 9 миллион тенкĕ таран. «Агростартап» грантăн чи пысăк виçине 5 миллион тенкĕ таран хăпартасшăн. Çак виçери 4 миллион тенке - федераци, тепĕр миллионне вара республика бюджечĕсенчен саплаштарасшăн.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, грант пулăшăвĕпе çыхăннă улшăнусем хăйсен ĕçне аталантарас тĕллевлĕ çĕнĕ майсем уçать. Ял-сала экономикине çирĕплетсен унта пурăнакансен пурнăç шайĕ те ÿсет.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
