Çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Малтикас Ялтăрара ачасене «Зарница» çарпа патриотизм вăййине явăçтараççĕ.
Ăмăртăва Малтикас Ялтăрара çуралса ÿснĕ Александр Михайловпа Эдуард Матвеев ирттереççĕ. Александр Михайлов, Мускавра ĕçлекенскер, отпуск вăхăчĕпе тухăçлă усă курать. Хăйĕн тата тăванĕн ачисене те, юлташĕсене илсе килет. Малтикас Ялтăрари тата кÿршĕ ялти ачасем кăмăлпах пуçтарăннă. «Çамрăксемшĕн çак вăйă пĕлтерĕшлĕ», - теççĕ.
Мероприятие питĕ лайăх йĕркелесе ирттереççĕ. Афган вăрçине тата ытти хирĕçтăрусене хутшăннисене парне парса хисеплерĕç. Эдуард Матвеев çар пăтти пĕçермелли кăмака илсе килнĕ. Малтикас Ялтăран маттур арçынĕсем тушенка ярса икĕ тĕслĕ пăтă - хуратултан тата рисран - пĕçернĕ. Уява килнисене пурне те хăналама тăрăшрĕç, салтак пăттине çимесĕр ан кайăр тесе йыхравларĕç.
«Зарница» вăййи 4-5 сехете тăсăлчĕ. Çарпа патриотизм вăййисене хăнăхтарни, ÿт-пĕве пиçĕхтерни хĕсметре тăнă вăхăтра усăллă пулĕ. «Зарницăна» йĕркелекенсене сывлăх сунатпăр, малашне те ачасене хавхалантарма тăрăшма Турă вăй-хăват патăр.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Март 2025 |