Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав шутра пĕлтĕр кăна 1477 проекта 2 миллиард та 200 миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçланă. Кăçал валли конкурс урлă пĕтĕмĕшле хакĕ 3 миллиард та 300 миллион тенкĕлĕх 1555 проект иртнĕ. Çакă эпир конкурса хутшăнма патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă сасăламалла тунине, çавăн пекех документсене «Чăваш ен-онлайн» информаци системипе усă курса памалла тунине пăхмасăр пулса иртет. Урăхла каласан, çынсем хăйсем пурăнакан вырăнти пурнăçа лайăх еннелле улăштаракан чăн-чăн ĕçсене, конкретлă результатсене курасшăн.
Октябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 28 | 29 | 30 | 1 | 2
|
3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
