Район хаçачĕн унчченхи номерĕсенчен пĕринче вулакансене Пайăк ялĕ айăккинче сăваплă вырăн йĕркелени пирки пĕлтернĕччĕ. Кунта авалтан тапса тăракан çăлкуç таврашне хăтлăлатса çветтить тунă. Халăх еткерне упраса хăварас тесе чăнах та пысăк ĕç туса ирттернĕ.
Питĕ кăмăллă: «Çĕнтерÿ çулĕнче» çакăн пирки çырнă хыççăн редакципе çыхăнакансем те пулчĕç, хушма информаци пĕлтерчĕç.
Ку сăваплă ĕçĕн тĕп пуçаруçи - Сергей Николаевич Родионов. Вăл Санарпуç ялĕнчен. Çăлкуç территорине тирпей-илем кĕртес тесе пĕтĕм чунне парса тăрăшнă вăл. Ырă шухăшне пурнăçа кĕртес тĕллевпе купель проектне заказ панă, ăна çĕклесе лартма укçа-тенкĕ хывнă. Вăл тăрăшнипех пысăк праçник - Кăшарни - тĕлне купель хатĕр те пулнă. Мĕнпур çынсем ăна ырă чун-чĕришĕн, сăваплă ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăваççĕ.
Апрель 2025 |