Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи миллион çыннăн пурнăçне çĕр йăтайми хуйхă, куççуль, терт-нуша илсе килсе чĕресенче нихăçан çухалми тарăн йĕр хăварнă. Çывăх çынсем вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă, кил-çуртсем çулăмра çунса кĕлленнĕ. Анчах ниме пăхмасăр, йывăрлăхсене тивĕçлĕн парăнтарса фронтра та, тылра та совет халăхĕ Çĕнтерĕве туптанă.
Çавăн пек хăрушă вăхăтра 1942 çулта кун çути курнă та Услапа Нурăсра пурăнакан Раиса Михайловна Леонтьева ?Кириллова%. Çемьере вăл иккĕмĕш ача пулнă, пиччĕшĕ - Валерьян - икĕ çул çеç аслăрах. Ашшĕне - Михаил Кирилловича - 1942 çулхи июльте Арзамас хулинчен фронта илсе кайнă. Аякри çула тухиччен вăл мăшăрне - Александра Егоровнăна - сывпуллашма ачисене илсе килме ыйтнă. Поезд тапранса кайиччен вĕсене хăй ытамĕнчен вĕçертмен. Ашшĕн юлашки сăмахĕсем: «Упра вĕсене, ура çине тăрат!» Хаяр вăрçăран каялла çаврăнса çитме шăпа пÿрмен ăна. 1944 çулта амăшне упăшки хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтернĕ.
Тĕплĕнрех хаçатра
София СУЛТАНОВА
Апрель 2025 |