Çул çинче - синкер

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.03.2025, 19:26 Просмотров: 584

Çул çинче çуран çÿрекенсен те, транспорт хатĕрне тытса пыракансен те пысăк тимлĕх кирлĕ. Унсăрăн инкеке лекесси те инçе мар. Шел те, ку эрнере хамăр округра та çакнашкал хăрушла синкер сиксе тухнă: 38-ти хĕрарăм пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.

- Инкеклĕ тĕслĕх ытларикун каçхине Шупашкар-Сурское автоçулăн 68-мĕш километрĕнче, Хăмăш ялĕ çывăхĕнче, пулса иртнĕ. Хĕрарăм КамАЗ ураписем айне лекнĕ. Йывăр аманнине кура вăл авари вырăнĕнчех вилсе кайнă. Инкек çул урлă çуран каçмалли вырăна метр çурă майлă çитиччен пулнă, - пĕлтерет Чăваш ен Патшалăх автоинспекцийĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика