«Атте, мана халĕте салтака илсе каймаççĕ...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.03.2025, 19:26 Просмотров: 65

Пирĕн ентешсем хушшинче Чечня вăрçинче пулнисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Хурăнсур Çармăсри Владимир Анатольевич Антонов. Шел те, унăн пурнăçĕ Чечня вăрçинче 1995 çулта татăлнă. Владик 1976 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Çĕрпел шкулĕнче 11 класран вĕренсе тухсан Вăрнарти професси училищинче çар комиссариачĕ урлă шофер специальноçне алла илес тенĕ. 1994 çулхи май уйăхĕнче вĕсен ушкăнĕ ăнăçлă вĕренсе тухнă, водитель правине илнĕ.

1996 çулта Хурăнсур Çармăсри Анатолий Петрович Антонов хăйĕн ывăлĕ Владимир ?ялта Владик тенĕ% Чечня вăрçинче 1995 çулта вилнĕ хыççăн пирĕнпе асаилÿ калаçăвне йĕркеленĕ чухне çак ыйтусене хуравларĕ.

- Анатолий Петрович, сирĕн çемьене йывăр хуйхă пырса çапрĕ пулсан та, чуна хытарсах кĕçĕн ывăлăр пирки каласа парăр-ха, тархасшăн.

- Салтака яш-кĕрĕме мĕн ĕлĕкрен çуркунне е кĕркунне илсе каяççĕ, çав тапхăрта пирĕн ывăла та салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ. Килте пахчаçимĕç лартас ĕç вĕçленчĕ, хуçалăх уйăсенче те хамăра валеçсе панă тÿпесенче ял хуçалăх культурисем шăтса тухрĕç. Çумкурăкпа кĕрешмелли тапхăр çитрĕ.

Тĕплĕнрех хаçатра

Федор КУЗЬМИН хатĕрленĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика