«Муниципаллă депутатсем - халăх сасси, унăн вырăнти тĕревĕ. Шăпах вĕсем çынсем патне чи çывăххисем, вĕсен пĕтĕм проблемисемпе сĕнĕвĕсене пĕлсе тăракансем», - çирĕплетнĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн муниципаллă депутачĕсен 1-мĕш форумĕн ларăвĕнче.
Ку мероприяти, чăн та, республикăн обществăлла-политика пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса тăнă. Вăл мĕнпур округсенчен депутатсене чи çивĕч ыйтусене, республика çыннисен пурнăç шайне тата регион илĕртÿлĕхне ÿстерекен инфраструктура сĕнĕвĕсене тата ыттине сÿтсе явма пухнă. Парти проекчĕсен пурнăçлавĕ те Чăваш енре чылай çĕнетÿ тума май панă. Вĕсен кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ пухура.
Форумăн чи паха енĕ - участниксем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пултарни, çавна май малашлăхра проектсене хывăнакан çĕнĕ шухăш-идейăсем çурални. Çакă тĕрлĕрен площадкăсенче иртнĕ дискуссисем вăхăтĕнче яруççăн палăрнă.
Вĕсенчен пĕринче, акă, Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне халалланă муниципаллă практикăсемпе паллаштарнă, чи лайăххисене республикипех сарасси пирки калаçнă. «Çакă, чи малтанах, пирĕн ветерансене тимлĕх уйăрасси, кашнине тав сăмахĕ каласси, Паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕх асра хăварасси, палăксемпе çар мемориалĕсене хăтлăлатасси тата музейсен пĕлтерĕшне ÿстересси», - палăртнă Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, ку площадка ĕçĕн модераторĕ.
Муниципаллă депутатсен 1-мĕш форумне Вăрнар округĕн делегацийĕ те активлă хутшăннă. Ун йышĕнче - округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, округ Пухăвĕн депутачĕсем, партин вырăнти пĕрремĕшле организацийĕсен ертÿçисем. Пирĕн муниципалитет ушкăнĕ республикăн Министрсен Кабинечĕн председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов ертсе пынă «Раççей сали» площадкăра ĕçленĕ. Унта яллă тăрăхсенче аграри отрасльне, сывлăх сыхлавне аталантарассине, экологи лару-тăрăвне лайăхлатассине тата ытти чылай пĕлтерĕшлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |