Ялта пурăнакансемшĕн меллĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2025, 19:30 Просмотров: 570

Чăваш Республикинче кашни округрах кассăра банк карттипе тÿленĕчухне хут укçа алла илме май пур. Ку аякри тата сахал çын пурăнакан ялсемшĕн уйрăмах меллĕ. «Наличные на кассе» сервис пирки маларах сутуçăран е кассиртан ыйтса пĕлмелле. Вĕсен туянакана кирлĕ укçа-тенкĕ кассăра пуррипе-çуккине те шута илмелле. Банк карттипе тÿленĕ чухне чека алла памалли укçа-тенке те шута кĕртеççĕ. Уйăхне карттăран 30 пин тенкĕ таран илме пулать. Кунне 5 пин тенкĕрен ытлашши мар. Паянхи кун çак сервиспа ялсенчи 156 лавкка усă кураяççĕ. Пĕтĕмпе проекта Чăваш енри 370 суту-илÿ организацийĕ хутшăнать, вĕсен хушшинче пысăк супермаркет сечĕсем те, пысăках мар магазинсем тата автозаправка станцийĕсем пур. Вĕсенчен 40% ытла яллă тăрăхра вырнаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика