Вăрмансене çĕнетсе пырас тата сыхласа хăварас енĕпе кăтартусем пысăк. Çакна вăрмана сыхласа упрама пулăшакан ĕçсене йĕркелесе ирттернипе тума май килнĕ. Çавăн пекех лартмалли материала пăхса çитĕнтермелли инфратытăма аталантарас, вăрмансене пушартан сыхламалли пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес енĕпе йышăннă мерăсем, çав шутра цифра мелĕпе тунă юлашки йышăнусем те, хăйсен ырă витĕмне кÿчĕç. Çапла майпа республикăра темиçе çул ĕнтĕ усă курма пăрахнă вăрмансене çĕнетмелли плансем палăртнинчен иртсе пурнăçланаççĕ тата пысăк пушарсем пулмаççĕ.
Вăрманпа тĕрĕс усă курма вĕренмелле. Паян тĕрлĕ тĕллевпе усă куракан йывăçран хатĕрленĕ продукци лайăх сутăнать.
Чăваш ен Çутçанталăк министерствин тата Экономика аталанăвĕн министерствин йывăçа тарăннăн тирпейлемелли производство туса хурас енĕпе тивĕçлĕ инвестици сĕнĕвне хатĕрлемелле тата ăна кĕске вăхăтра пурнăçлассине тивĕçтермелле.
Апрель 2025 |