Çуркунне ир килни кăçал вăрман культурисен сезонне те унчченхи çулсенчен иртерех уçма хистенĕ. Вăрнар лесничествин сотрудникĕсем те хĕрÿ ĕçре.
Республика питомникĕсенче, акă, март вĕçĕнченех лартмалли хунавсене кăларассипе тимлеме тытăннă. Вĕсене вăрман фончĕн территорийĕсенче йывăç-тĕмсене çĕнетме, вăрмансене ĕрчетме усă курĕç. Хальхи вăхăта хырăн, Çĕпĕр лиственницин тата юманăн икĕ çулхи хунавĕсене пысăк лаптăксенче лартса хăварнă. Ку ĕçе вăрманçăсем алă вĕççĕн пурнăçлаççĕ. Çуркуннехи мероприятисем Вăрнар лесничествинче те пыраççĕ.
Чăваш ен Çутçанталăк министерстви палăртнă тăрăх, «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн «Вăрмансене упраса хăварасси» федераллă проекчĕн йĕркипе кăçал та вăрмансене аталантарасси, искусствăлла майпа çĕнетесси пысăк тимлĕхре пулĕ. Проектпа палăртнă кăтартусене çитес тĕллевпе ку ĕçсене 244,9 гектар çинче пурнăçламалла. Хăшпĕр лаптăксенче йывăç-тĕме хушса лартассине те 509,6 гектар лаптăкра палăртнă.
Каламалла, ĕçсене агротехника йĕркине пăхăнса вăхăтра - тăпрара нÿрĕк пур чух тата сывлăш вĕрилениччен - пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Кая юлсан вара вăрман культурисен чĕрĕлеслĕхĕ, ÿсеслĕхĕ чакать. Çавăнпа та мĕнпур саманта шута илсе типтерлĕ тимлеççĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |