Тăван ял пурăнать-ха

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.09.2025, 11:19 Просмотров: 32

Уйкас Ялтăрара çуралса, урамăн ансăр сукмакĕпе чупса ÿснĕ вăхăтри ачалăх çулĕсем час-часах ватлăхра аса киле пуçларĕç. Хамăн тăван ял пурнăçĕпе тăтăшах кăсăкланатăп.

Колхозсем пур чухне ялта униче алăкĕсем пурччĕ, ялтан выльăх-чĕрлĕх тухса каяйман, картасем çирĕпчĕ. Çаксем пĕтĕмпех колхоз вăйĕпе пулса пынă. Самана урăхланчĕ, ял илемĕшĕн тăрăшасси, пĕвесем туса тирпейлесси халăх пуçарулăхĕнчен нумай килет.

Ялти пултаруллă çынсем пурри тÿрех курăнать, килĕрен укçа пухрĕç, урамран выльăх-чĕрлĕх тухса каясран тимĕр юпасем лартса сетка карса çавăрчĕç. Яла пырса кĕнĕ çĕрте униче алăкĕ тăррине «Ойкасы» тесе çырнă, вăл каçхине çуталать.

Хастар çынсем выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усраççĕ. Икĕ урам хушшипе çырма, шыв юхса выртать. Электрокĕтÿçĕ те кирлĕ мар, выльăхсем хăйсемех каçкÿлĕм килĕсене таврăнаççĕ. Ялта 17 килтен кăна чÿрече çути курăнать пулсан та, çынсем пурнăç илемне ăнланса малаллах талпăнаççĕ, кил хуçалăхĕсене тĕреклетеççĕ.

Виçĕ килте нумай ачаллă çемьесем пурăнаççĕ, пĕринче 5 ача, иккĕмĕшĕнче - 4, тепринче 3 ача çитĕнеççĕ.

Клуб, лавкка çук, анчах уйкас-ялтăрасем пĕр-пĕринпе тĕл пулса урамра савăнса калаçма, чунĕсене уçма пĕлеççĕ. Пултаруллă çынсем тата тÿпере мир пулсан ял малалла та пурăнать.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика